02 ноября 2013 г.
"Чăваш Республикинче федераци проекчĕсене çамрăксемпе пĕрле реализацилесси" темăпа Информаци кунĕ иртрĕ.
Çакăн чухнех район администраци çумĕнчи Çамрăксен правительствин пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ.
Мероприятие уçнă май вĕренỹ пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Федорова малашне яш-кĕрĕм тата та хастартарах пуласса шаннине, пĕлехи вăйпа йывăрлăхсене татса пама çăмăлраххине пĕлтерчĕ. Унăн сăмахĕпе бизнес-инкубатор директорĕ А. Ялуков та килĕшрĕ.
Александр Федорович центр пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракансене офис пỹлĕмĕсене бизнеса аталантарса яма панă чухнехи çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ.
Çамрăксен парламенчĕн председателĕ Г. Николаев хăйсен ĕç-хĕлĕ, çавăн пекех Çамрăксен правительствипе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки каларĕ. Унтан парламент членĕсене удостоверенисем пачĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)