26 декабря 2012 г.
Раççей Правительстви виçĕ çул каяллах пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли пирки ятарлă постановлени кăларнăччĕ. Апла пулин те чылай суту-илÿ предприятийĕсен, уйрăм лавккасен хуçисем вĕсене сутнă чухне йĕркене пăхăнманни сисĕнет. Асăннă актпа килĕшÿллĕн, чăн малтанах пиротехника хатĕрĕсене сутаканăн кашни тавар çинех сутă тума ирĕк паракан сертификат илмелле, япаласене ытти таварсенчен уйрăм кĕтесе вырнаçтармалла, пĕрремĕш хутра е подвалсенче сутă тума юрамасть, суту-илÿ залĕ те кирлĕ пек тивĕçтермелле тата ытти те. Шел те, ра-йон центрĕнчи магазинсенче пиротехника хатĕрĕсене сутнă чухне йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ самантра хăш-пĕр çитменлĕхсене асăрхама тиврĕ. Сăмахран, “Булат” çуртĕнчи подвалтах Çĕнĕ çул ячĕпе сирпĕтекен е шаплатакан хатĕрсене сутаççĕ. Анчах вĕсен хакĕсене те палăртманччĕ-ха. Тĕрĕс-ленĕ хыççăн накладнойĕ пулманни те палăрчĕ. Таварсен хуçи те урăх иккен. Саратоври евĕр инкек-синкек сиксе тухас пулсан (ун пеккинчен Турă сыхлатăр) камран ыйтмалла;
Çак тĕллевпех Патăрьелĕнчи “Водолей” суту-илÿ çуртĕнче, автовокзалти пĕчĕк магазинсенче те пултăмăр, пиротехника хатĕрĕсемпе сутă тунă чухнехи йĕркесене мĕнле пăхăннипе кăсăклантăмăр.
А. ТУКМАКОВ,
пушар надзорĕн аслă инспекторĕ .