26 декабря 2012 г.
2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командисен чемпионатне Шупашкарта ирттерме йышăнни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пысăк ăмăртусем Чăваш Еншĕн çĕнĕ пулăм мар. 2003 тата 2008 çулсенче республикăн тĕп хулинче хăвăрт утассипе Европа тата Тĕнче кубокĕсем ирттернĕ. Çапах та Раççейре кун пек сумлă ăмăрту нихăçан та пулман.
Европăн командăсен чемпионачĕ – çамрăк ăмăрту. Ăна пуçласа 2009 çулта йĕркеленĕ. Çак тапхăрччен унăн ячĕ урăхла пулнă – çăмăл атлетика енĕпе Европа кубокĕ. 1965 çултанпа ирттерекен чемпионата çĕнетсе улăштарнă хыççăн вăл пĕлтерĕшлĕрех пулса тăнă.
Европăри 50 çĕр-шыва спортри кăтартусемпе темиçе лигăна пайлаççĕ: суперлига, 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш лигăсем. Шупашкарта иртекенни суперлига шутланать, унта Европа çĕр-шывĕсенчи чи лайăх 12 команда хутшăнать. Паллах, вĕсен йышне Раççей те кĕрет. Хĕрарăмсем те, арçынсем те уйрăммăн 20 ăмăртура тупăшаççĕ. Ăмăртăва кашни командăран пĕр спортсмен е ушкăн хутшăнать. Пĕрремĕш вырăна тухсан команда пухмачне 12 очко хутшăнать, иккĕмĕш пулсан – 11, виççĕмĕш – 10, тăваттăмĕш – 9...
2009 çулта Португалире иртнĕ пирвайхи чемпионатра Раççей команди иккĕмĕш пулнăччĕ, çулталăкран мала тухма пултарчĕ. Пĕлтĕр те пĕрремĕш вырăнтаччĕ, призерсем – Германипе Украина командисем. Кăçал Олимп вăййисене пула ăмăртăва ирттермен. Ытти çулта чемпионата Норвеги тата Швеци йышăннă, тепĕр çул Аслă Британири Гейтсхеде хулинче пулĕ.
Европăн çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн членĕсем 2015 çулта командăсен чемпионатне Шупашкарта ирттерме ирĕк пани те ăнсăртран мар паллах. Чăваш Ен тĕп хули Европăри хуласенчен нимĕнпе те кая маррине пĕлтерет çакă. Ахальтен-им республика элчисем комиссие Чăваш Ен вăл – Европа, Атăл – Раççейри чи аслă юхан шыв кăна мар, Европа юхан шывĕ те, Шупашкарта пурăнакансем пулнине ĕнентерме тăрăшнă. Ăмăрту ирттермешкĕн те спорт инфратытăмĕ аталаннă: “Олимпийский” стадион пур, спорт керменĕ те чылай. Тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче çĕнтерсе палăрнă чăваш спортсменĕ те сахал мар. Европа чемпионатне çĕртме уйăхĕнче Республика кунĕ умĕн ирттерме палăртнă. Кăшт маларах Чăваш çĕрĕнче çăмăл атлетика енĕпе ачасен регионсен хушшинчи турнирĕ пулĕ.
А. МИХЕЕВ