26 декабря 2012 г.
Республикăра “Урожай” спорт обществи хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн уçă чемпионат ирттерчĕ. Унта ра-йон команди пĕрремĕш вырăна тухса асăнмалăх кубок çĕнсе илчĕ. Пирĕн спортсменсем финалта Шупашкар тата Вăрмар районĕсен командисене 2:0 шутпа парăнтарма пултарчĕç. Команда чысне Ольга Козлова, Алена Клементьева, Света Васильева (Патăрьел), Мария Мальцева, Наташа Николаева (Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкул) тата Кристина Щурбина, Елена Шашкина (Первомайски) ăнăçлăн, чăн-чăн профессионал пекех хÿтĕлерĕç.
Арçынсен командишĕн Сергей Маков, Андрей Моисеев, Денис Краснов, Дмитрий Сегов, Андрей Владимиров, Александр Калькин тата Алексей Козлов вылярĕç. Командăсене тупăшăва “Паттăр” спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов хатĕрленĕ.
Н. КРАСНОВ.