АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шыв кун-çулĕпе пурăннă

26 декабря 2012 г.

Ваçлей Давыдов-Анатри ятне Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ. Паян, раштавăн 26-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 95 çул çитет. Тăван литература анинче 70 çула яхăн ĕçлесе паллă сăвăç халăхăмăра 40 ытла кĕнеке парнелерĕ. Унăн кĕнекисем, хаçат-журналта пичетленнĕ сăвви-юрри тата ун çинчен çырнă паха материалсем патшалăх кĕнеке палатинче тирпейлĕн упранаççĕ. Мĕн çырнă-ха паллă сăвăç çинчен унăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансем тата тус-юлташĕ.

Пулас поэт Аслă Арапуçĕнче 1917 çулта вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Тăван ялĕнче 7 класс вĕренсен, ĕçри хастарлăхне, çырас туртăмне шута илсе, районти комсомол комитечĕ ăна Шупашкарти партипе хаçат шкулне вĕренме янă. Каярах вăл Чăваш патшалăх учитель институтĕнче пĕлÿ пухнă.

Ялта ÿссе çитĕннĕ каччă çамрăклах ĕçе хастар кÿлĕннĕ. Первомайски районĕнчи “Коммунар” хаçат редакторĕнче, КПСС обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пичет секторĕнче инструкторта, республикăри радиоинформаци комитечĕн председателĕн заместителĕнче, тĕп редакторта, чăваш кĕнеке издательствинче, чăваш писательсен союзĕн пропаганда бюровĕн ертÿçинче вăй хунă.

Литература ĕçне В. Давыдов-Анатри иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулсен вĕçнелле тытăннă. Çамрăк авторăн малтанхи сăввисем “Çĕр-шывăмăр – анне”, “Аслă праçник”, «Аслă уявра», “Аслă ял варри – ешĕл сад пахчи”, “Айтăр, вăййа тухар-и;” “Ĕç хĕрарăмĕ”, “Хатĕр пул”, “Ялав” журналсенче, “Коммунар”, “Чăваш коммуни” хаçатсенче кун çути курнă. Хăйĕн пирвайхи ĕçĕсенче çав вăхăтри тапхăра сăнланă, самана таппипе тан утнă. “Поэт халăх сăмахлăхĕнчен, ыттисенчен вĕренсе пырать. Халăх юррисен кĕвви илтĕнет унăн малтанхи произведенийĕсенче”, палăртнă В. Тимаков çыравçă 1977 çулхи “Тăван Атăл” журналăн 12-мĕш номерĕнче.

Вулакансем поэтăн “Çамрăк ăру” ятлă пĕрремĕш кĕнекине 1951 çулта алла илнĕ. Ку сборника ача-пăча сăввисем кĕнĕ. Вĕсенче мирлĕ пурнăçа, çут çанталăк илемлĕхне çутатнă. Каярахпа çыравçăн кĕнекисем умлăн-хыçлăнах пичетленсе тухма тытăннă. Ытларах В. Давыдов-Анатри ачасем валли нумай çырнă. “Пĕчĕк тусăмсем”, “Пирĕн телей”, “Ача-пăча сăввисем”, “Чĕре хушнипе”, “Эпир пĕр тăвансем”, “Телейлĕ туслăх”, “Çурхи кунсем”, “Тимурпа унăн тусĕсем”, “Айтăр, вулар ачасем”, “Маттур Санюк” кĕнекисенче вĕренÿ, шкул, уроксем хыççăнхи вăхăт, тимуровецсем ваттисене пулăшни, урамсенче, садсенче йывăç лартса ÿстерни çинчен çутатнă.

В. Давыдов-Анатрин прозăллă произведенийĕсене илсен, уйрăмах “Сатин кĕпе” автобиографиллĕ повесть ăнăçлă пулса тухнă. Ăна поэт кĕçĕн çулхи ачасене халалланă. Хайлавĕсенче ял пурнăçĕ улшăнса, çынсен шухăш-кăмăлĕ çĕнелсе, аталанса пынине кăтартнă.

Поэтăн чи пысăк калăплă произведенийĕсенчен пĕри вăл – “Чеменпе Мерчен” поэма.

В. Давыдов-Анатри – поэт-юрăçă. Чăваш композиторĕсем Ф. Лукин, Г. Лебедев, В. Ходяшев, Т. Фандеев, В. Воробьев, А. Тогаев, Г. Хирбю, А. Токарев, Ф. Васильев, Ю. Кудаков, А. Асламас тата ыттисем 500 ытла юрă хывнă поэт сăмахĕсемпе. Унăн сăвви-юрри тăван çĕр-шывпа, тăван тавралăхпа, хамăрăн халăх шăпипе, чăваш чĕлхине упрассипе, халăхсен туслăхĕпе çыхăннă. Поэт-юрăç сăмахĕсемпе хайланă нумай юрăсем халăхра, республикăри пултарулăх коллективĕсенче, профессилле юрăçсен репертуарĕнче анлă сарăлнă. Вĕсем хушшинче “Тăван çĕр-шывăм”, “Чăваш çĕр-шывĕ”, “Чечеклен çĕр-шывăм”, “Çĕр-шыв илемĕ”, “Тăвансемĕр, тав сире”, “Пире тăван кĕтсе тăрать”, “Тальянка”, “Сарпике”, “Сас паракан пулмарĕ” т. ыт. те.

Г. Лебедев композитор поэт сăмахĕсемпе “Акатуй” юрă-ташă сюитине çырса хатĕрленĕ, Чăваш юрăпа ташă ансамблĕн репертуарне кĕртнĕ. Вăлах Патăрьел район гимнĕн авторĕ те.

Чăннипех те Василий Иванович нумай енлĕ çыравçă: поэт та, прозаик та, публицист та, куçаруçă та. Хăйĕн “Пуш параппан”, “Сухал”, “Ан тар, Антун”, “Вĕçкĕн Иван мухтанать”, “Ĕçри мыскара” сатирăллă сăввисенче пирĕн хушăри йăх-яха питленĕ, ятланă, ÿсĕр сĕрĕмсенчен кулнă.

Тĕрлĕ халăх çыравçин хайлавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те аван ĕçленĕ. Унăн ĕçĕсене чăвашларан К. Латыпов, В. Михановский, А. Казаков, П. Градов вырăсла куçарнă. Вырăс вулаканĕсем поэта “Мои друзья”, “Заветная мечта”, “Чемень и Мерчень”, “Звенят родники”, “Русалка” кĕнекисем тăрăх лайăх пĕлеççĕ. Давыдов-Анатри ытти çыравçăсен пултарулăхне те сахал мар тĕпченĕ. Уйрăмах Çеçпĕл Мишши ĕçĕ-хĕлĕпе ытларах кăсăкланнă.

Тăван литературăра ырми-канми вăй хунăшăн паллă сăмах ăстине Чăваш АССР тата РСФСР культурисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Чăваш халăх поэчĕ” ятсене панă, “Халăхсен туслăхĕ” орденĕпе, темиçе хутчен тата медальсемпе наградăланă.

В. Давыдов-Анатри 2010 çулта пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палати вара хăйĕн ылтăн çÿпçинче аслă поэтăмăр ĕçĕсене çамрăк ăру валли ĕмĕрлĕхех упрĕ.

Е. АРЛАНОВА,

кĕнеке палатин

пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика