АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чарăнса пăхмасăр иртсе каяйăн

22 декабря 2012 г.

ТАВРАНА каç ыйхинчен вăратса кăвак шуçăм килсе çутатиччен е каçхине çăлтăр тухнă хыççăн та район центрĕн хăш-пĕр вырăнĕсем асамлă юмах тĕнчине аса илтереççĕ. “Хĕллехи фантази” конкурса хутшăнса капăрлатнă çуртсем умĕнчен чарăнса киленмесĕр иртсе каяймăн. Ку тĕлĕшпе “Россельхозбанк” коллективĕ çулсеренех Çĕнĕ çула хавхаланса кĕтсе илни сисĕнет. Хальлĕхе вĕсен капăр чăрăшĕсем тавра тăрса ташлакан çыннисем курăнмаççĕ, Хĕл Мучийĕ те çитеймен-ха. “Булат” магазинпа хăна çурчĕн таврашĕ те иртен-çÿрене пăхса киленме кăмăллă. Хăйсен фантазине çынсемпе пайланă коллективсем татах та пур. Хисеплĕ тÿре вĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсемпе вулакансене паллаштарăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика