26 октября 2013 г.
Ĕнер районта муниципалитет симво-лĕсен кунне паллă турĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕн хăйĕн гербĕ те, ялавĕ те, гимнĕ те пур вĕт. Вĕсене ултă çул каялла халăхпа уççăн сỹтсе явса октябрĕн 25-мĕшĕнче депутатсен Пухăвĕнче çирĕплетнĕччĕ. Сенкер тĕс çинче çулăмлă ылтăн хĕç çине таянса тăракан ылтăн шлемлă УЛĂП ПАТТĂР сăнне халĕ нумай çĕрте курма пулать. Мăнаçлă юрра вара пысăк мероприятисем умĕн кашнинчех янратаççĕ.
Район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов нумай нациллĕ районта пурăнакансене вырăнти уяв ячĕпе ăшшăн саламланă, ăнăçу, тăнăçлăх суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)