26 октября 2013 г.
ТĂВАН çĕр-шыва хỹтĕлеме каймалли кĕркуннехи тапхăр пуçланни пĕр уйăха яхăн та иртрĕ темелле. Ку таранччен çамрăксене сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме пил памалли "сезон" уçăлманччĕ-ха. Çитес ытлари кун, октябрĕн 29-мĕшĕнче вара çар пайĕ умĕнче лăк тулли халăх пуласси каламасăрах паллă. Ун чухне çак призывра салтака кайма ят тухнисен пĕрремĕш ушкăнне чыслăн çара ăсатĕç. Вĕсем вара сахалăнах та мар: харăсах вунă каччă! Мĕнех, такмакри евĕр, "Ăсатмашкăн ăсататпăр хура карттуслисене, кĕтсе илме тăрăшатпăр хĕрлĕ пакунлисене". Çапла пултăрах...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)