26 октября 2013 г.
Чăваш Республикин "Чăваш Республикин патшалăх уявĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне ырă витĕм кỹрес, вĕсен инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерес тĕллевпе çапла йышăнатăп:
1. 2014 çулта Республика кунне уявламалли тĕп мероприятисене Шупашкар хулинче тата Комсомольски районĕнче _ ăна Чăваш Республикин муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен Республика кунĕн уяв мероприятийĕсене хăйсен территорийĕсенче ирттермелли ирĕке çĕнсе илмелли конкурсĕн çĕнтерỹçи тесе йышăннă _ хатĕрлесе ирттерессине йĕркелес.
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне: 2014 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттермелли мероприятисен Планне хатĕрлесе çирĕплетме;
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне Комсомольски районне халăх пурăнакан вырăнсен общество инфратытăмне аталантармашкăн пама хушас.
3. Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене 2014 çулта йăлана кĕнĕ Акатуй уявĕсене, Республика кунне халалласа культурăпа массăллă тата спорт мероприятийĕсене йĕркелеме сĕнес.
4. Çак Указ ăна официаллă майпа пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. ИГНАТЬЕВ.
Шупашкар, 2013, юпа, 23, 106 №.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)