26 октября 2013 г.
Чăваш Республикинчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ пĕр миллион ытларах шутланать. Анчах та чылай чухне унпа тĕллевлĕ усă курмаççĕ: ял хуçалăх культури акса çитĕнтерес вырăнне нумай çĕрте çум курăкĕ алхасса е йывăç-тĕм ешерсе ларать. Çĕрĕн малтанхи сăн-сăпатне кĕртме мĕн чухлĕ вăй тата тăкак кирлĕ! Кун пек çĕрсене республикăн чылай районĕсенче тупса палăртнă.
Нумаях пулмасть Росреестр Управленийĕ хуласемпе районсенчи çĕрпе усă курас тата ăна сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен инспекторсемпе канашлу-семинар йĕркелесе ирттерчĕ. Канашлура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕслĕхрен, çулла асăннă тапхăрта 4 пин гектар çĕр çинче 226 тĕрĕслев ирттернĕ.
Çĕрпе тĕллевлĕ усă курманнине 115 тĕслĕх (Патăрьел районĕнче_2) тупса палăртнă, йĕркесĕрлĕхе пĕтерме 61 предписани (Патăрьел районĕнче _ 2) панă. Административлă йĕркене пăсни çинчен 28 протокол çырнă. Çĕрпе кирлĕ пек усă курманнисĕр пуçне тата ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çĕре тара илнĕ чухне çĕр арендин килĕшĕвĕсене саккуна пăсса тунине те асăрханă.
Канашлура инспекторсем усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсем нумаях марри çинчен пĕлтер-чĕç. Ял хуçалăх пĕлте-рĕшлĕ çĕрсем çинче ытларах пĕрчĕллĕ культурăсем акса тăваççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, нумай çул ỹсекен курăк туса илеççĕ.
Кăçалхи виççĕмĕш кварталта республикăра 800 ытла тĕрĕслев ирттернĕ. Çакăн калăпăшĕ пĕлтĕр-хипе танлаштарсан темиçе хут пысăкрах, халĕ çитес çулта предпринимательсемпе предприяти, организаци, учрежденисене плана кĕртсе тĕрĕслемелли пирки калаçу пырать.
Çакна палăртмалла: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене усă курмасăр пушă вырттарни _ Çĕр саккунне пăсни. Куншăн уйрăм çынна 2-5 пин тенкĕ, должноçри çынна 4-6 пин, предприяти, организаци, учрежденине 80-100 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ. Эпир тăратнă сведенисем тăрăх республикăри налук служби тĕллевлĕ усă курман çĕрсен налук виçине кадастр хакĕнчен 1,5 процент таран ỹстерме пултарать. Кунсăр пуçне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене 3 çул ытларах тĕллевлĕ усă курмасăр пушă вырттарсан çĕре саккунпа килĕшỹллĕн туртса илме те пултараççĕ.
Çĕре хăй ирĕккĕн йышăннишĕн тата тĕллевлĕ усă курманнишĕн малашне штраф виçине кадастр хакне шута илсе тỹлеттерме палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра штраф виçине шутланă чухне çĕр лаптăкĕн уйрăмлăхĕсене пачах шута илмеççĕ: çĕре хăй ирĕккĕн йышăннишĕн, сăмахран, 10 соткăшăн та, 10 гектаршăн та пĕрешкел хак штарф параççĕ.
Штраф тата налук тỹлеттернĕ укçа-тенкĕ пĕтĕмпех вырăнти бюджета каять, çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ял хуçалăх çĕрĕсене тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕхсене тупса палăртма тăрăшмалла, акт çырса Росреестра пĕлтермелле.
Çĕр надзорĕн инспекторĕсем малашне те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе саккуна пăсмасăр, тĕллев-лĕ усă курнине тĕрĕслесех тăрĕç, айăплисене явап тыттарĕç.
С. МУЛЮКОВ, Росреестр управленийĕн çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)