АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ГРИПРАН ХỹТĕЛЕНМЕЛЛЕ

26 октября 2013 г.

Çанталăк сивĕтме пуçланине этем организмĕ хăвăрт туять. Кашнийĕ çие хулăнрах тум-тир тăхăнма тытăнать. Анчах каçсерен шăнтса, кăнтăрла ăшăтса яни чылай чухне çынна çỹхереххипе çула тухма ыйтнăн туйăнать. Çăмăл пиншака ачасем те кăмăллаççĕ. Çакăн чухне шăнма та пăхаççĕ. Сунас ерет. Тепĕр чухне вируслă инфекци те çакланма пултарать. Чирлесрен асăрханас тесен мĕн тумалла-ха? Çак ыйтăва пăхса тухма тăрăшрĕ районти санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешекен комисси хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна унăн председателĕ М. Калмыков ертсе пычĕ.

Грипп е ОРВИ çанталăк улшăннă вăхăтра çулленех çулăхма пултарать. Çавна май районти тĕп больница тата Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн ĕçченĕсем профилактика ĕçне мĕнле туса пынине итлеме кăмăллă пулчĕ. Районти тĕп больницăра вируспа хирĕç кĕрешмелли препаратсем çителĕклех мĕн. Дезинфекци хатĕрĕсене, медицина ĕçченĕсене усă курма хỹтĕлев маскисене янтăланă. Кирлĕ пулсан сыв мар çынсене вырнаçтарма уйрăмсене хушма койкăсем лартма пулать. Сăмах май çакна палăртма та кăмăллă: 2012_2013 çулсенче çакнашкал чăрмав пулман.

_ Кăçалхи 9 уйăхра ОРВИпе 278 çын сипленнĕ. Çакă виçĕм çулхи çак тапхăртинчен 5,3 процент сахалрах. 2012 çулхи сентябрь_декабрь уйăхĕсенче чиртен хỹтĕленмелли прививкăсем туни те кăтартăва чакарма пулăшнах-тăр. Ĕçлекен тата вĕренỹ пỹлĕмĕсенче пĕр пек температура режимне тытса тăни, кабинетсене вăхăтран-вăхăта уçăлтарни, нỹрлĕ тряпкăпа сăтăрма май тупни те сывлăх сыхлавĕпех çыхăннă,_ терĕ хăйĕн сăмахĕнче район больницин тĕп врачĕн çумĕ Е. Маурина.

Грипран хỹтĕленмешкĕн прививка туни те пулăшатех. Октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне района "ГрипполÇ" вакцина 1870 доза килнĕ. Ăна ача-пăча учрежденийĕсене çỹрекенсене тунă. Ку енĕпе мероприятисен планĕ те пур. Вăл пурнăçа кĕтĕр тесен халăх хушшинчи ăнлантару ĕçне тивĕçлипе туса пыма тăрăшмалла. Чирлĕ çынна хăй тĕллĕн сипленни сиен кỹме пултарать. Медицина пулăшăвĕ пама вара кирек хăш офисра та пултараççĕ.

Йышлă халăхпа ĕçлекен медицина, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен, обществăлла апатлану, суту-илỹ предприятийĕсенче вăй хуракансен, шкулсенче вĕренекенсен, вĕрентекенсен прививка тутарассинчен пачах та пăрăнмалла мар. Грипран хỹтĕленни вĕсене ĕçе пĕр тикĕс туса пыма май паратех. Çавăн пекех вĕсен ăнлантару ĕçне те явăçмалла. Сывлăх пуриншĕн те чи хаклă пуянлăх пулнине иккĕленчĕк çынсем патне çитермелле. Çак шухăш патне тухрĕç ларăва хутшăннисем. Ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну турĕç. Ăна кирлĕ пек пурнăçлама палăртрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика