АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – тĕллевлĕ ĕçлемелли ыйтусем

22 декабря 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин РФ Федераллă Пухăва чĕнсе каланă Уçă Çыру – кăçалхи информаци кунне пĕтĕмлетмелли тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Унсăр пуçне информаци кунне хутшăннисем çанталăк сивĕтсе пынă май вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли мерăсене вăйлатасси, республикăра çĕнĕ çултан Универсаллă электронлă карточкăсем вăя кĕресси пирки те калаçу пуçарчĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма тата халăхпа курнăçса калаçма информаци кунне Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ Геннадий Яковлев тата шалти ĕçсен министерствин экстремизма хирĕç кĕрешмелли центр начальникĕ Алексей Метелкин хутшăнчĕç. Чăваш Ен представителĕсем чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Глуховпа кăçалхи çул итогĕсемпе, малашлăх плансемпе кĕскен паллашрĕç, хăш-пĕр ыйтусене çивĕчлетрĕç.

Информаци кунĕн пысăк ушкăнĕ тĕпрен илсен Туçа ял тăрăхĕнче пулса кунти халăхăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çак тĕллевпе çÿлерех асăннă тата ытти çынсем Туçари участок больницинче, “Молоко Поволжья” обществăра пулчĕç, Президент программипе килĕшÿллĕн çĕнелсе улшăннă Кивĕ Ахпÿртри культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн презентацине хутшăнчĕç.

Ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май информаци кунне хутшăннисем вĕсен кулленхи проблемисемпе кăсăкланчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика