АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САЛТАК АЧИ: СĂНАВСЕМ, ĕНЕНỹСЕМ

26 октября 2013 г.

 Килте çук çын сывлăхне пĕлмелли хатĕр.

Салтака-мĕне тухса кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те çурмаран уйăрать; çуррине çисе ярать, çуррине амăшне парать. Амăшĕ тата каякан ачи кĕсйинчен вăрттăн укçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлашкине ачи кайсассăн кĕлете çип çине çакса ярать. Çăкри çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурать. Вара кайнă ачи чирлесессĕн çав укçа хуралса тăрать, чирлемесессĕн çуттипех выртать. Ачи вилсессĕн çав çип çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма тапратаççĕ.

Салтак ачи салтака кайнă чухне унăн çỹçне хĕресле касса илеççĕ те турăш хыçне хураççĕ. Çакна вăл каялла киле сывă таврăнтăр тесе тăваççĕ.

Салтак ачин мăйĕ çине ал шăлли амăшĕ çакса ярать. Кайнă чухне машина çине ларсан салтак ачи ал шăллине çула тăрăх пăрахса хăварма тăрăшать. Ал шăллине амăшĕ илет. Ал шăллине тăршшĕпе пăрахни каялла килме çул туса хăварни, амăшĕ илни _ ывăлне амăшне кĕтсе илме Турă хуштăр тенине пĕлтерет.

Салтак ачине чипер, сывă таврăнтăр тесе килтен çăкăр сăмси касса параççĕ, тĕпсакайĕнчен никĕс тăприне хăрах ывçă çыхса параççĕ. Никĕс тăпри çак çурта салтак ачине каялла çавăрса килтĕр теççĕ.

Салтак ăсатнă чух çăкăр кастараççĕ, салтака каякан ачи çăкăр сăмсине йĕри-тавра касса çаврăнать, çăкăр сăмси сĕтел çине лап ỹксен вăл службăра вилет, месерле, çурăмĕ çине ỹксессĕн вилмест теççĕ.

Салтака ăсатнă чух çăкăр кастарса арчана чиксе хунă. Çăкăрĕ кăвакарса кайсан сывă таврăнайман, аван тăрсан _ таврăнать.

Салтакран ача чипер, сывă таврăнтăр тесен ăсатнă чух салтака кутăнла май, хыçпа кăлармалла. Ашшĕпе амăшĕн чỹречерен пăхмалла мар.

Çын салтака кайнă чухне унăн пĕр пайăрка çỹçне касса юлаççĕ, ăна çăкăр сăмсипе, пĕр пус укçапа турăш çине хураççĕ. Пурăнсан-пурăнсан ăна астуса пухаççĕ, укçи кăвакарсан салтакри çын аван пурăнмасть-тăр тесе килти çынсем-çемйисем хуйхăрма пуçлаççĕ.

Тата ăсатнă чух ял тулашне тухсан авалхи йăвăç куркана пуç тавра виçĕ хут çавăрса çỹремелле тыттараççĕ, курка лап ỹпне ỹксен салтак вилет, месерле, çурăмĕ çине ỹксен вилмест теççĕ. Чăвашсенчен некрут çула тухиччен килти çынсемпе сыв пуллашсан ватă юман тавра çаврăнать. Тăван çĕр-шыва асра тытас тесе, Турă тата Аслă Патша умĕнче çар тивĕçне пурнăçласа каялла телейлĕ çаврăнса килес тесе

"Сăнавсем, ĕненỹсем..." кĕнекерен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика