26 октября 2013 г.
Туберкулез мĕн тери хăрушă пулнине Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организаци пĕтĕмлетĕвĕсем аван çирĕплетеççĕ: çĕр çинче кашни 10 çеккунтра пĕр çын туберкулезран вилет, кашни 4 çеккунтра ку чире ертет. Çуллен 9 миллион çын чирлет, 3 миллион вилет. Чирлекенсен пысăк пайĕ (75 процент) _ арçынсем.
Эпидемиологилле лару-тăрăва начарлатма мĕнле факторсем пулăшаççĕ-ха? Вĕсем социаллă-экономикăлла лару-тăру япăхланни, туберкулез анлă сарăлнă çĕр-шывсенчен, регионсенчен халăх куçса килни, вăрçăсене, инкеке пула тухса тăнă чрезвычайлă лару-тăру, СПИД, наркомани, алкоголизм.
Туберкулеза пуçарса яраканĕ _ пĕчĕк çеç микроб. Ăна микроскопсăр та курма çук. Çăра сурчăкра, шăкра, пỹрте тĕл пулать.
Туберкулез микробĕсем питĕ чăтăмлă. Тусан ăшĕнче виçĕ уйăх, сурчăкра пĕр уйăх пурăнма пултараççĕ. Вĕсем тăпрара, шывра тата нỹрлĕ, тĕттĕм пỹлĕмре çулталăкчен, урайĕнче, стена, алăксем çинче ултă уйăхчен те вилмеççĕ. Сивве чăтаççĕ, 269 градус та вĕлереймест. Хĕвел вара вĕсене 1-2 сехетре, ультрафиолетăвăй пайăркасем 5-6 сехетрех тĕп тăваççĕ. Вĕрекен шывра 5 минутра, хлораминра çийĕнчех вилеççĕ.
Туберкулезпа чирлĕ çынсемпе чĕр чунсем сыввисемшĕн чир çăл куçĕ пулса тăраççĕ, сывлăшпа апат-çимĕç урлă инфекци ертеççĕ.
Пирĕн çĕр-шывра 1952 çултанпа тин çуралнă ачасене туберкулезран сыхланмалли прививкăсем тăваççĕ. Вĕсем ыттисенчен 4-6 хут сахалтарах чирлеççĕ. Прививка тунă хыççăн организмра чире хирĕç тăма пултаракан иммунитет аталанать. Хăйсене хăйсем упрамасăр теветкелле хăтланни вара инкек патне илсе пырать. Шăпах çавăн пеккисенчен 10 проценчĕ туберкулезпа чирлет. Унта çакăн пек факторсем кĕреççĕ: туртни, алкогольпе алхасни тата наркотиксемпе усă курни, ĕçпе тата кăмăл-туйăм тĕлĕшпе халран кайни, тĕрĕс мар апатланни, сахăр диабечĕпе, вар-хырăм язвипе, психика, сывлав, ар органĕсен чирĕсемпе аптракаласа тăни.
Чире ертме тата аталантарма туберкулезăн пĕр пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн пĕр органне те хĕрхенсе тăмасть. Уйрăмах ỹпкене вăйлă сиенлет, çак орган инфекци кĕмелли "тĕп хапха" пулса тăрать. Унтан кăкăрăн лимфа тĕввисене куçать, кайран юн тăрăх пур организма та саланать. Ытларах шăмă системи, пỹре, хĕрарăмпа арçыннăн ар органĕсем, куç, лимфа тĕввисем сиенленеççĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртмасан, сипленме пуçламасан туберкулез вăйланать. Кун пек чухне сывлама йывăрланать, чĕре йĕркеллĕ ĕçлемест, ỹт-пỹ температури ỹсет. Инфекци пуç мимине лексен туберкулез менингичĕ те пуçланма пултарать. Пуç чăтмалла мар вăйлă ыратать, температура хăпарать, хăстарать. Ỹслĕк вăхăтĕнче ỹпкерен юн тухать, вăйлăрах кайма та пултарать.
Çийĕнчех сипленме пуçласан унран сывалма пулать. Анчах врач хушнине çирĕп пурнăçламалла.
Туберкулезпа сиенленес мар тесен мĕн тумалла-ха? Организма сиенлекен пур факторсенчен те пăрăнмалла: эрехпе ытлашши иртĕхмелле мар, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, санитарипе гигиена ыйтнине пăхăнмалла, ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле, организма çирĕплетмелле, пирус туртма пăрахмалла е виçине сахаллатмалла. Ялан ỹсĕрекен çын та туберкулезпа чирлĕ пулма пултарать. Çавăнпа та хăвăр хушшăрта 3 эрне пĕр чарăнмасăр ỹсĕрекене асăрхасанах врачран пулăшу ыйтма сĕнĕр.
Тусанлă, сывлăша уçăлтарман пỹлĕмре туберкулез инфекцийĕ хăвăрт сарăлать. Çавăнпа та пỹлĕме таса тытма тăрăшмалла, час-часах уçăлтармалла. Çулталăкра пĕр хутчен флюорографи витĕр тухмалла, чирлĕ çынпа юнашар пурăнакансен _ çур çултан. БЦЖ вакцинацийĕпе ревакцинацийĕн те усси пысăк. 15 çул тултарнă кашни çыннăн флюорографи витĕр тухмалла.
В. КАЗАКОВА, район больницин фтизиатрĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)