АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци проекчĕсене пурнăçлаççĕ

22 декабря 2012 г.

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче 2012 çулта 4 нацпроектпа тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевĕсене палăртнă.

Республика аталанăвĕн ырă туртăмĕсенче нацпроектсен витĕмĕ те курăмлă. Акă, Чăваш Енĕн вăтам ĕç укçи шайĕпе Атăлçи округĕнче 12-мĕш вырăнта кăна пулнă, кăçал çÿлерех хăпарас шанăç пур. Çурт-йĕр тăвас енĕпе патшалăх укçа уйăрас, çынсене пулăшу кÿрес ыйтусене вăхăтра татса панă. Ял хуçалăхĕнчи производство кăтартăвĕсем те аван. Чи кирлĕ апат-çимĕçпе Чăваш Ен хăйне туллин тивĕçтерет, çапах ютран кÿрекен продукци те нумай.

Вĕрентĕве илес тĕк – кăçал кашни виççĕмĕш шкула юсанă, шкул столовăйĕсене çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çитес çул мĕнпур шкулта ачасене вĕри апатпа тивĕçтермелле. Çамрăксене ĕç рынокĕ ыйтакан профессисемпе хатĕрлессине çĕнĕ шая çĕклемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика