22 декабря 2012 г.
2012-2013 вĕренÿ çулĕнче алла аттестат илекенсен умĕнче тăракан ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе ирттерчĕç те ĕнтĕ республикăри малта пыракан 4 аслă шкул – Шупашкарти коопераци институчĕ (Раççей Федерацийĕнчи коопераци университечĕн филиалĕ), Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ – представителĕсем районти культурăпа кану центрĕнчи тĕл пулăва. Унта 300 ытла хĕрпе каччă хутшăнчĕ.
Кооператив институчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе В. Андреев ректор, йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ А. Белов, суту-илÿ факультечĕн деканĕ, пирĕн ентеш Н. Исмуков, криминалпа правона сыхлакан органсен кафедрин заведующийĕ М. Кириллов паллаштарчĕç. Выпускниксем аслă шкулăн 50 çулхи юбилейне халалланă çĕнĕ кинофильма пăхрĕç. Валерий Витальевич пулас абитурентсене профессие тĕрĕс суйласа илме сĕнчĕ. Республикăри чи лайăх институтсенчен пĕринче Патăрьелсем йышлăн пĕлÿ пухнине палăртрĕ. Акă, Каншелĕнчи В. Иванов, А. Воробьева, Хирти Пикшикри И. Махмутов, Л. Ялалтдинова, Ульяновкăри Н. Андреева, Сителĕнчи Е. Реймова, Нăрваш Шăхалĕнчи А. Лаврентьев, Первомайскинчи Ю. Секретов, В. Павлов, Алманчăри М. Антипова, Çĕнĕ Ахпÿртри С. Тукмаков, Патăрьелĕнчи А. Портнова, А. Перепелкина, Тăрăнти И. Мидакова, Сăкăтри Т. Гусарова тата ыттисем те лайăх паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Студентсем хушшинче республика Пуçлăхĕн стипендиачĕсем те пур. Ку чухнехи пурлăхпа техника бази, лекци залĕсем, интернетпа çыхăннă компьютер класĕсем, электронлă вулав залĕ, хăтлă общежитисем кирек кама та илĕртмелле. Кооператив институтĕнче пирĕн ентешсем: биологи наукисен кандидачĕ А. Автономов доцент, философи наукисен докторĕ Н. Исмуков профессор, юридика наукисен докторĕ М. Кириллов профессор, педагогика наукисен кандидачĕ Н. Шашкин доцент, А. Деверинская доцент тата ыттисем ырă ĕçпе палăраççĕ.
Çÿлерех асăннă аслă вĕренÿ заведенийĕсенче куçăмлă та, куçăмсăр та вĕренме пулать. Кăмăла каякан профессие суйласа илме çеç пĕлмелле. Эппин, санран килет, пулас абитуриент. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене париччен шутламалăх вăхăт пур.
А. АСТРАХАНЦЕВА.