22 декабря 2012 г.
Сывлăх – чи хаклă пурлăх. Ăна çирĕплетес тата упрас тĕллевпе райадминистрацин вĕрентÿ пайĕнчи Çамрăксен канашĕ “Эпир таса çул суйлатпăр” ятпа проект хатĕрленĕ. Вăл “Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн”, “Йывăç ларт тата ăна упра”, “Наркотика ÇУК! тетпĕр”, “Ырăлăх эрни”, “Ачасем тата çемье” тата ытти акцисене пĕрлештерсе тăрать.
Спорта аталантарас тата яш-кĕрĕме унпа туслаштарас тĕллевпе Çамрăксен канашĕ волейбол команди йĕркеленĕ. Турнир ял тăрăхĕсенче пурăнакан, организаципе предприятисенче тимлекен хĕрсемпе каччăсен хушшинче иртет. Нумай пулмасть райадминистрацин вĕрентÿ пайĕнчи Çамрăксен канашĕнче ĕçлекенсемпе Турханти вăтам шкулта тăрăшакан арçынсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕ тĕл пулчĕç. Ăмăрту Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт шкулĕнче А. Калькин судья ертсе пынипе иртрĕ. Хĕрарăмсен хушшинче вăйă Çамрăксен канашĕн команди çĕнтернипе вĕçленчĕ. Ар-çынсен – Турхансем мала тухнипе.
А. АНТОНОВА,