06 ноября 2013 г.
РАЙАДМИНИСТРАЦИН ЗАГС уйрăмĕ пĕрре те пушă тăмасть. Акă, иртнĕ уйăхра çеç кун çути курнă 40 ачан ашшĕпе амăшĕ çуралнине ĕнентерекен хута илме пынă. Савăнмалли те пур: кăçал пĕлтĕрхинчен 4 пепке нумайрах çут тĕнчене килнĕ. Арçын ачасене ытларах Максим, хĕр ачасене Азалия ятсем панă.
Шел пулин те, вилекенсен шучĕ çуралакансенчен нумайрах. Пĕр уйăхра çеç 27 арçынпа 21 хĕрарăма юлашки çула ăсатнă.
Мендельсон маршĕ 19 каччăпа хĕршĕн пĕрремĕш хут янăранă. 3 мăшăр хăйсен пурнăçĕнче иккĕмĕш хут яваплă утăма тунă. Çав вăхăтрах 8 çемье саланнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)