АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та мухтав сана çĕр ĕçченĕ

06 ноября 2013 г.

 Уй-хир пушансан хресчен мĕн ĕлĕкрен кĕрекене ларса ĕççие пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Раççей халăхĕн виççĕмĕш пайĕ ăна 1999 çултанпа анлă уявлать,

Чăваш Енре _ кăшт каярах, чỹк уйăхĕнче. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн уявĕ иртрĕ. Зала пухăннисене ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирте вăй хуракансемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăçалхи ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Хресченсем пĕтĕмпе 411 пин тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ, кăтарту пĕлтĕрхи шайра темелле. Çĕр улмипе çăмăл пулмарĕ. Сергей Владимирович ĕçе çумăра кайиччен вĕçлеме тĕрлĕ вăхăтра çитĕнекен "иккĕмĕш çăкăр" лартма сĕнчĕ: пысăк пайне авăн уйăхне кĕричченех кăларма май килтĕр. Хуçалăхсем техника паркне çĕнетнĕ чухне çĕр улми кăларса пухакан комбайнсем ытларах туянма тăрăшмалла, сортсене çĕнетмелле.

Юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх пăхакансем куккурус тĕшшин уссине лайăх туйса илчĕç. Ăна пĕлтĕр пĕр район çеç туса илнĕ пулсан, кăçал _ 5. Халĕ унăн лаптăкĕ 1700 гектара çитнĕ. Тухăçĕ тырăран нумайрах _ вăтамран 50 центнера яхăн. Уйрăм лаптăксем 70 центнертан та ирттереççĕ.

Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе Елчĕк, Етĕрне, Элĕк районĕсенчи "Победа", "Родина" "Новый путь" хуçалăхсем кăтартуллă. Вĕсем 9 уйăхра кашни ĕнерен 5 пин килограмм сĕт суса илме май пуррине çирĕплетнĕ. Хальлĕхе республикăра вăтам кăтарту 3,5 пин килогрампа танлашать. Алăра хĕлĕн-çăвĕн чĕрĕ укçа тытас тесен ĕне кĕтĕвне упраса хăварма тăрăшмалла. Хальлĕхе чылай районта выльăх хисепĕ чакни сисĕнет. Апат çителĕклĕ хатĕрлени, ăратне çĕнетни палăртнă тĕллеве пурнăçлама май парать.

АПК программи ĕçлеме тытăннăранпа _ 2006 çултанпа _ республикăри аграрисем инвестиципе 44 млрд тенкĕлĕх усă курнă, 157 фермăпа комплекса реконструкцилесе "иккĕ-мĕш пурнăç" панă.

Ял хуçалăхĕ _ йывăр, çапах пархатарлă та малашлăхра услам илме шантаракан отрасль. Текех темиçе çул каялли пек "хура шăтăк" пулма пăрахнă ĕнтĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕр кăçал та самаях. Çĕр налукĕн ставкине пысăклатнăран вăл малашне чакса пырасса шанас килет.

Тирпейлекен промышленноçăн та кăтартăвĕсем аван. Уйрăмах _ потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсен. Театрта йĕркеленĕ куравăн пысăк пайĕ _ унăн тỹпи. Вăл ял халăхĕн çывăх пулăшаканĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Ял ĕçченĕсен праçникне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, ăшшăн саламларĕ, ĕçре çитĕнỹсем тума ырă сунчĕ. "Пирĕн тĕллев _ çынсене ялта пурăнма тата ĕçлеме, çамрăксене илĕртме хăтлăх туса парасси, _ терĕ Михаил Васильевич. _ Ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕ кăçал та нимĕн чухлĕ те чакмарĕ. Ку чухне продукци туса илессипе çеç лăпланас çук, ăна вăхăтра тата тупăшлă вырнаçтарма пултармалла. Улшăнсах тăракан пасар хакĕн лайăх енĕпе ăнăçлă усă курма вĕренмелле. Çав вăхăтрах яваплăха та туймалла, хамăртан çирĕпрех ыйтмалла".

Михаил Васильевич малашлăх тĕллевĕсем пирки те калаçрĕ. Инвесторсене илĕртсе шутран кăларнă çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси те, 30-40 çул каялла хута янă ферма витисенчен хăтăлса çĕнĕрен тăвасси, çамрăк специалистсене лайăх ĕç условийĕсемпе тивĕçтересси тата нумай-нумай ыйту ял хуçалăх министрĕпе пĕрлех чăваш Ен Пуçлăхне те хытах шухăшлаттарать. Эппин, АПКра çитес çулсенче çĕнĕ улшăнусем пулаççех.

Ĕçре сатурлăх кăтартнă çынсен пĕр ушкăнĕ уявра патшалăх наградисене тивĕçрĕ.

В. ГРИГОРЬЕВ.

 

Уява Патăрьел районĕн сумлă делегацийĕ хутшăннă. Ку çеç те мар-ха _ тĕп хуларан пирĕн ял хуçалăх ĕçченĕсем пысăк савăнăçпа тата хавхаланупа таврăнчĕç: Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн распоряженийĕнче Чăваш Республикинчи ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине ăнăçлă пурнăçланăшăн, ял хуçалăх производствине эффективлă йĕркелесе пынăшăн тата 2013 çулти чи пысăк экономика кăтартăвĕсемшĕн Патăрьел районĕ республикăн кăнтăр зонинче пĕрремĕш вырăн йышăннă тесе палăртнă, премине тивĕçнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех республикăри тавар туса кăларакан ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче чи пысăк производствăшăн тата тухăçшăн Патăрьелĕнчи "Батыревский" хупă пĕрлĕх (ЗАО) мала тухнă.

Сăмах май, пирĕн районта ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне ыран, ноябрĕн 7-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче паллă тăваççĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика