06 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 2-мĕшĕ _ Турханта çуралса ỹснĕ Герман (Кокель) епископа 1937 çулта большевиксем "халăх тăшманĕ" тесе персе пăрахнă кун. Çак хурлăхлă дата ратиттĕлпе тỹр килнĕрен, Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре унăн ячĕпе уçнă кĕçĕн алтарь умĕнче кăшт маларах асăну кĕлли ирттерчĕç. Ăна кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Сергий атте ертсе пычĕ. Унта тавра ялсен тата Шăмăршă районĕн священникĕсем те хутшăнчĕç.
Малтанах таса пурăнăçлă Герман çветтуйăн асаплă пурнăçĕ, унăн пархатарлă кун-çулĕ, Турă умĕнчи сăваплă ĕçне аса илчĕç. Юлашкинчен турра ĕненекенсем пурте пĕрле чиркỹ тавра турă юррисем юрласа хĕрес çулĕпе çаврăнчĕç, пачăшкăсем кĕл туса тасатнă шыв сапрĕç.
Сăмах май, Герман епископа Раççейре чăн тĕншĕн хĕн-хурпа асап тỹссе вилнине шута илсе нумай вăхăт иртсен (2001 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче) Вырăс православи чиркĕвĕн Синочĕ çветтуй шутне кĕртнĕ. Православи чиркĕвĕпе унăн вĕрентĕвне упраса хăварассишĕн шар курнăранпа кăçал 76 çул çитрĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)