22 декабря 2012 г.
Фермăна кĕрсен мĕн сас лайăх; Паллах, выльăх сасси. Нăрваш Шăхалĕнчи “Труд” ял хуçалăх предприятийĕн витине кĕрсен кăррипе тăракан ĕнесене курсан чăннипех те чун савăнать. Кунта мăйракаллă шултăра выльăх пурĕ 354 пуç, çав шутра сăвăнаканни – 170. Тăватă çул каяллах сĕте пăрăх витĕр сивĕтекен цистернăна каймалла тунă. Маларах тулли флягăсене ятарлă бассейнра çĕр каçарнисем кунта вăй хуракансемшĕн тĕлĕкри пек çеç асра тăрса юлнă.
– Сĕт пăрăхĕсене вырнаçтарнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Дояркăсен те ĕçĕ çăмăлланчĕ, çав вăхăтрах сĕтĕн пахалăхĕ те ÿсрĕ. Çĕнĕлĕхпе хамăр патăрта усă курас тĕллевпе виçĕ миллион тенкĕ кредит илме тиврĕ. Пĕчĕккĕн ăна тÿлесе татрăмăр, – тет хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ М. Васильев.
“Труд” хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх яланах çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ. Хĕле хатĕрленсе витене тасатса дезинфекциленĕ, шуратнă. Ку ĕçе пурнăçлама районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин бригадине чĕнсе илнĕ. Халĕ дояркăсем хăйсем вăхăтран вăхăта стенасене шурă тăмпа сăрлаççĕ, санитари кунĕсене ирттереççĕ. Урамран кĕмелли алăксене ăшă тытмалла тунă. Чÿречесен çĕмрĕлĕнĕ кĕленчисене çĕнетнĕ, полиэтиленпа хупланă. Шыв пăрăхĕсене юсанă. Транспортер кăлтăксăр ĕçлени те тÿрех сисĕнет: ниçта та тислĕк купаланса тăмасть. Вăл тÿрех хуралтă умĕнче тăракан контейнера тухать.
Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Выльăхсене валли сенаж 2700 тонна яхăн, утă 200 тонна янтăланă. Улăм пĕлтĕрхи те пур. Çанталăк сивĕтнĕ хыççăн жом турттарма пуçăннă. Пăрусене ирлĕ-каçлă кефир ĕçтереççĕ. Дояркăсем çулла эмел курăкне, эрĕме тата ытти курăксене хăйсемех пуçтараççĕ. Хĕлле вара вĕсене кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче вĕретсе параççĕ. Дояркăсем çакă çамрăк организмшăн питĕ усăллине палăртаççĕ.
Выльăхăн та чирлесси пулать. Ерекен, иммунитет хавшасан пуçланакан чир-чĕртен хÿтĕленсе профилактика мероприятийĕсене А. Чанга ветеринари специалисчĕ вăхăтра пурнăçлать. Сывлăх тĕлĕшĕнчен кăшт хавшанисене те тÿрех сиплет. Сывă ĕнесемпе пăрусем çеç тупăш çăл куçĕ пулнине вăл питĕ лайăх ăнланать.
Хуçалăхра мăйракаллă шултăра выльăхсене кăнтăрла картана илсе тухассине те аван йĕркеленĕ.
– Питĕ сивĕ чухне çеç ĕнесене витерен кăлармастпăр, ытти чухне яланах уçăлтаратпăр. Кавлеме улăм паратпăр. Выльăхсене те хускану, уçă сывлăш кирлĕ, – тет ферма заведующийĕнче чылай çул хушши тăрăшакан Г. Савельев.
Хуçалăх выльăхсăр аталанайманнине “Труд” кооперативра яланах асра тытаççĕ, çавăнпах ферма тулли ĕне, сысна тытаççĕ.
О. ПЕТРОВА .