АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей геройĕн турнирĕ

22 декабря 2012 г.

Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн спорт комплексĕн залĕнче Канаш ра-йонĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Геройĕн Н. Гаврилов генерал-лейтенант призĕшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ уçă турнирĕ иртрĕ. Унта 1996-1997 çулсенче çуралнă ачасемпе аслăрах арçынсем хутшăнчĕç. Турнира пурĕ 17 регион спортсменĕсем килнĕ. Чăваш республикин команди йышĕнче районти “Паттăр” спорт шкулĕн кĕрешÿçисем те пулчĕç. Ăмăрту икĕ куна пычĕ. Çивĕч кĕрешÿре 54 килограмлă виçере Аслă Арапуç шкулĕнче вĕренекен А. Смирнов, 120 килограмлă виçе-ре Хирти Пикшик шкулĕнчи И. Чемеров виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç, медаль, диплом тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. 58 килограмлă виçери Ыхра Çырминчи М. Хусеиновăн та кăтартăвĕ лайăх.

Пĕтĕмĕшле очкосемпе Чăваш Республикин команди пĕрремĕш, Мускавсен – иккĕмĕш, Дагестансен виç-çĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсем кубоксене тивĕçрĕç. Çак çитĕнÿре пирĕн район спортсменĕсен тÿпи те пысăк.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика