АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛ МУЗЕЙĕ – ВОСПИТАНИ çĂЛ КУçĕ

22 декабря 2012 г.

“Мĕнрен пуçланать-ха тăван çĕр-шыв; – Букварьти ÿкерчĕксенчен...”. Паллă юрăри çак сăмахсем шкул чăнах та пирĕн иккĕмĕш кил пулнине аса илтереççĕ. Унта çемьепе пĕрле гражданинăн кăмăл-сипечĕ, ăс-хакăлĕ те хурăнать.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти “Берегиня” историпе краеведени музейĕ Д. Енилин, М. Владимирова, М. Спинов, А. Инжа, В. Викторова, В. Николаева, Р. Сапожникова, П. Козлов, Т. Табакова педагогика ĕçĕн ветеранĕсем пухнă материалсемпе В. Солдатов шкул директорĕ тата Н. Андреева истори учителĕ пуçарнипе 2007 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Каярахпа унăн фончĕ А. Янаслова тăрăшнипе йĕркеленнĕ педучилище çинчен калакан тата шкул-интернатăн çар мухтавĕн музейĕн экспоначĕсемпе пуянланнă.

Шкул музейĕ – Раççей патшалăх тытăмне йĕркеленĕренпе 1150 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ районти, республикăри конкурссенче мала тухнăччĕ.

Шкулта вĕренекенсем историпе çыхăннă сайра тĕл пулакан документсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, ытти экспонатсемпе интересленсе паллашаççĕ. Ачасемшĕн архиври сăн ÿкерчĕксенче тăванĕсене, аслă ăрури юлташĕсене, выпускниксене, педагогсене курни мăнаçлантарать, хаваслăх кÿрет. Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра шкул чысĕпе мухтавне çĕкленĕ-çке. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çи, мирлĕ пурнăçрах паттăрлăх кăтартакан çынсем çинчен каласа панă чухне ачасен куçĕсем шывланаççĕ. “Малтан – тăван çĕр-шыв, кайран хăв çинчен шутла” текен принциппа пурăннисем ăмсантараççĕ çитĕнекен ăрăва. Кулленхи пурнăçра, телевизор экранĕсем çинче тата интернетра çакă çитмест-ха. Аслă классенче вĕренекенсем хăйсен тăванĕсене вăрçă вăхăтĕнче ăçта пытарса хăварнине тĕпчесе пĕлессине те тĕп тивĕçĕ тесе шутлаççĕ.

Ÿссе çитĕнекен ăрăва воспитани парасси паян нихçанхинчен те çивĕч тăрать. Çак ыйтăва татса парас ĕçе шкул музейĕ те тÿпе хывма тивĕç. Çавăнпа та вĕсем кашни шкултах пулмалла.

Пирĕн вĕрентÿ учрежденийĕ 2014 çул та хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тума ĕмĕтленет. Çавна май музей çĕнĕ экспонатсемпе пуянланасса шанатпăр.

Э. КАРЯГИНА, музей руководителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика