АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен кунĕсем лайăх кăмăл çуратаççĕ

09 ноября 2013 г.

Мускавра Раççей Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Канашĕн Представителĕпе Валентина Матвиенкăпа тĕл пулнă.

Калаçура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин хальхи тăрăмне, Раççей парламенчĕн çỹлти палати республикăн саккун тата общество пуçарăвĕсене пулăшассин ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.

Валентина Матвиенко Чăваш Ен хăйне федераци шайĕнче мĕнле паллаштарнине ырăпа хакланă, Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем питĕ ăнăçлă иртнине тата лайăх кăмăл-туйăм çуратнине палăртнă. "Ку _ республика çитĕнĕвĕсем пирки çеç мар, регионти йывăрлăхсем çинчен те каласа кăтартмалли мел. Çак информаци федераци субъекчĕсенчи лару-тăрăва тĕрĕс ăнланмашкăн, малашне ăнăçлă йышăнусем тумашкăн кирлĕ", _ тенĕ Раççей Федераци пухăвĕн çỹлти палатин спикерĕ. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре нацисен тата конфессисен хушшинче килĕшỹллĕхпе çураçулăх хуçаланнине, ку опытпа ытти регионра та усă курмаллине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев 2014 çулта Раççейре Культура çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтернине, çак утăма питĕ вăхăтлă тунине _ тĕнчипех глобализаци вăй илсе пынă вăхăтра чун, ăс-хакăл, кăмăл-сипет пахалăхĕсене сыхласа хăварассин ыйтăвĕсем пушшех те çивĕч пĕлтерĕшлĕ-çке _ каланă.

 

х х х

РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Енĕн презентаци-куравне уçнă. Унта Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Федераци Канашĕн холĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн фольклорпа эстрада "Çавал" ансамблĕ _ вăл халăх пултарулăхĕн йăли-йĕркине малалла тăсакансенчен пĕри _ чăвашсен хăна юррине шăрантарнă.

Чăваш Республики икĕ блокран _ презентаци стенчĕсенчен тата ỹнер экспозицийĕсенчен _ тăракан курав хатĕрленĕ. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 8 çул-йĕрне кăтартнă: ЧР Патшалăх Канашĕн ĕç-хĕлĕ, инвестици вăй-хăвачĕ, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи, сывлăх сыхлавĕнчи, социаллă политикăри, вĕрентỹри, физкультурăпа спортри çитĕнỹсем.

Ỹнер экспозицине Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Виталий Петровăн (Праски Витти) произведенийĕсенчен, Шупашкарти ỹнер училищин выпускникĕсен керамика ĕçĕсенче, Чăваш наци музейĕн пуххинчи тĕрĕсемпе тата кĕмĕл капăрчăксемпе илемлетнĕ чăваш наци тата "паха тĕрĕ" фабрикин хальхи чăваш костюмĕсенчен йĕркеленĕ.

"Хыпар".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика