АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ те яваплă

09 ноября 2013 г.

Çул çитмен ача ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕнчи ытлă-çитлĕ пурнăçпах темĕнле усал ĕç те туса хума пултарать. Çавăнпа та ăна нумай вăхăтлăха куçран вĕçертме, аслисен тимлĕхĕнчен уйăрма юрамасть. Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен пайра тăрăшакансем ачасем хушшинче право йĕркине пăснă тĕслĕх сахалтарах пултăр, криминаллă лару-тăру сиксе ан тухтăр тесе тăтăшах организацисенче, профилактика субъекчĕсенче тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ. Ĕçе çапла йĕркеленин усси пур-ши? Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ çул çитмен ачасемпе тимлекен пай пуçлăхĕпе В.Г. Кузнецовапа тĕл пулнă.

_ Иртсе пыракан çулталăк ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн ăнăçлах пулмарĕ тесен те йăнăш мар. Вероника Григорьевна, Сирĕн ĕç çут çанталăк условийĕнчен килмест пулин те, кăçалхине мĕнлерех асра хăварма тăрăшатăр?

_ Сыхланакана Турă сыхлать тенĕ евĕр, ку таранччен хамăр тăрăхра çул çитмен ачасем хушшинчи лару-тăрăва ăнăçлах тытса тăтăмăр темелле. Тăхăр уйăхри кăтартусем те çакнах çирĕплетеççĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ултă преступлени пулнă, хальхинче унпа танлаштарсан 33 процент чакнă. Çулталăк вĕçлениччен хамăрăн ĕçе юхăнтарас марччĕ çеç.

_ Çамрăк преступниксем ытларах хăш енĕпе çылăха кĕнине палăртма пулать?

_ РФ УКăн 158 статйипе çырнă протоколсем чылай чухне ытларах пулаççĕ. Халĕ те çавах. Ку вăл ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Тĕрĕссипе, полици аллине çакланакансем ашшĕ-амăшĕпех, ытлă-çитлĕ пурнăçпах пурăнаççĕ. Вĕсене килте, шкулта, обществăлла вырăнта кирлĕ пек воспитани çитменни, аслисен сăмахĕ хăлхана кĕменни хура ĕç туса хума пулăшать. Чылай чухне пĕрин усал шухăшне тепри ырланипе те çапларах пулса тухать. Тăхăр уйăхра çул çитменнисем тунă тăватă преступленирен виççĕшĕ шăпах çак сăлтавпа çыхăннăскерсем. Тепри вара ют машинăна хăваласа кайнă. Пакунлисен серепине çакланнисем Хирти Пикшикри шкултан иккĕн, Алманчăпа Сăкăтри вăтам шкулсенчен пĕрер ача.

_ Шел пулин те, паян тĕрлĕ çемьере çитĕнекен ачасем пур. Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр ачасен пĕр алли çу ăшĕнче, тепри вара пыл ăшĕнче. Çав вăхăтрах хальхи вăхăтра та нушаллă та выçăллă-тутăллă пурăнакансем те çук мар. Вĕсен проблемисене еплерех йĕрлесе тăратăр?

_ Тĕрĕсех. Паянхи куна пирĕн патри "хура" списокра 44 ăнăçсăр çемье шутра тăрать. Вĕсенче вара 97 ача шăпи. Паллах, вăхăтран-вăхăта эпир вĕсем патне яваплă органсемпе пĕрле çитсе пурнăçĕпе кăсăкланатпăр, сăнатпăр. Май пур таран ачисене те пулăшатпăр. Анчах та тепĕр чухне эрех-сăра ăшне путнă ашшĕ-амăшне хăйсен правинчен хăтарма та тивет. Кăçал та çакнашкал пилĕк ыйтупа район прокуратурине тухрăмăр. Район сучĕ çак ыйтусене пурне те тивĕçтернĕ.

_ Вероника Григорьевна, Эсир хăвăр та ача амăшĕ. Ашшĕ-амăшне мĕн сĕннĕ пулăттăр?

_ Ачана сак урлă выртнă чухнех тивĕçлĕ воспитани памалли пирки ваттисем чылай каланă. Шăпăрлан ясли-садра чухнех унпа нумай ĕçлемелле, ăна мĕн лайăххипе япăххине уйăрма вĕрентмелле тата ытти те. Урăхла каласан, çул çитмен ачана кирек миçере те хăйне тĕрĕс пурăнма ăсĕ çиттĕр. Никĕсĕ çирĕп пулсан вара вăл пысăклансан та йăнăшмасть.

_ Тавах Сире ырă калаçушăн, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатăп.

А. ЕГОРОВА калаçна

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика