АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле тĕплĕн хатĕрленсе

13 ноября 2013 г.

 Çак кунсенче акционерсен "Чувашавтодор" уçă пĕрлешĕвĕн çул-йĕр тата искусственнăй сооруженисене пăхса тăракан управлени начальникĕ В. Пименов "Чувашупрдор" учрежденин ертỹçипе Д. Михайловпа Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленинче пулнă. Кунта вĕсем хĕле кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнипе паллашнă.

"Чувашавтодор" пĕр-лешỹ республикăри _ 1239,7 тата вырăнти 1275,4 çухрăм çула, 154 кĕпере пăхса тăрать. 208 çухрăмĕ районти çул-йĕр управлени çинче шутланать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сивĕсене кĕтсе илме хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. Хăйăрпа тăвар хутăшĕ 4400 тонна пур. Техникăна та юсаса хатĕррисен ретне лартнă.

Республикăра хĕллехи вăхăтра трассăна тирпейлесе тăма 245 тракторпа машина хутшăнать. "Чувашавтодор" пĕрлешỹн филиалĕсен базинче 60 пин тонна тăварпа хăйăр хутăшне тата 5600 тонна тăвар янтăланă. Чăнкă тата айлăм вырăнсенче хăйăр тултарнă 200 ещĕк лартнă. Рабочисемпе водительсене канма тата ăшăнма 30 хỹтлĕх пур.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика