АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пин-пин укçа тăкакланă…"

13 ноября 2013 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă канашлура сỹтсе явнă тĕп ыйту _ "Чăваш Республикинче шывпа тивĕçтерессине тата ăна юхтарса кăларассине аталантармалли хушма мерăсем çинчен" Указа тата федерацин тĕллевлĕ "Таса шыв" программине пурнăçлани.

Чăваш Республикинче пурăнакансене паха та таса шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă программа пирĕн хутлăхра пĕр çул кăна мар пурнăçа кĕрет, ку енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ, пин-пин тенкĕ тăкакланă, _ тенĕ Михаил Игнатьев канашлăва уçнă май. _ Саккун кăларакан органра тухса калаçнă чухне мана Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче пурăнакансем таса шыв çуккипе нушаланни пирки пĕл-терчĕç".

Вăрнарсем патне те таса шыв çитмен иккен, вĕсем паян техника тĕллевĕпе усă курмаллине кăна тивĕçеççĕ. Вĕсем çеç мар, Йĕпреçсемпе Шăмăршăсем те. Шыв хуçалăхĕн тытăмне йĕркелемешкĕн вара пуринче те сахал мар нухрат хывнă.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх _ программăра пурне те шута илнĕ. Апла тăк çакăншăн яваплă министерствăн тивĕçлĕ хаклав туса кулленхи пурнăçра сиксе тухакан çитменлĕхсене пĕтермелли майсем шырамалла, ырă кукка килсе пулăшасса кĕтсе лармалла мар.

Сăмах май, РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви 2012 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче алă пуснă килĕшỹ тăрăх Чăваш Ене федерацин "Таса шыв" программине пурнăçламашкăн пĕлтĕр 270978 пин тенкĕ уйăрнă. Çав укçа Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи тата Комсомольски тăрăхĕн кăнтăр пайĕнчи пĕрлехи шыв пăрăхне малалла тумашкăн тата Çĕрпỹ хулинчи биологиллĕ тасатакан сооруженисем çĕклемешкĕн хывнă.

Министр çирĕплетнĕ тăрăх _ Вăрнарта сооружение хута янă хыççăн халăха пахалăхлă таса шывпа тивĕçтерме май килменнин сăлтавĕ _ проектри шăйрăксем. Кирере те çавнашкалах.

Проектсен пахалăхсăрлăхĕ Михаил Игнатьева уйрăмах пăшăрхантарчĕ, ĕç хучĕсене экспертиза витĕр кăларакан специалистсен явапсăрлăхне палăртрĕ, паянхи рынок условийĕсенче конкуренцире тупăшма пултаракансем пуррине систерчĕ.

Вăл е ку объекта вĕçлемешкĕн влаçран укçа ыйтни те вырăнсăр _ конкурсра çĕнтерсе обязательствăсем илнĕ тĕк вĕсене пурнăçламалла, тупăш илессишĕн тăрăшмалла, бюджет тулашĕнчи çăл куçсемпе усă курмалла. Бюджет укçи _ халăх мулĕ, уншăн яваплă пулмалла.

Тухса калаçакансем асăннă тăрăх _ строительство ĕçĕсем валли укçа çителĕксĕр хывса хăварни проектпа смета докумен-чĕсенче чăн тăкаксене тĕрĕс палăртма май килменни, çакна чертежсем тăрăх кăна уçăмлатма пулать. Анчах вырăнти (локальнăй) сметăна тишкерме паракан çук. Михаил Игнатьев ЧР Строительство министерстви çумĕнчи Чăваш Республикинчи строительствăра экспертиза тата хаксем йĕркелекен центрăн специалисчĕсен тĕпчев ирттернĕ чухне организацисенчен çакна ыйтма тивĕçлине палăртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председательне Иван Мторина шыв сооруженийĕсен объекчĕсенче пирĕн çĕр-шывра халĕччен вырнаçтарман оборудованисемпе _ Италире, Чехире тата ытти патшалăхра туса кăларнисемпе _ усă курни канăçсăрлантарчĕ. Унашкаллисем строительство хăй хаклăхне хăпартса яраççĕ кăна мар, пăхса тăмашкăн та укçа-тенкĕ нумай ыйтаççĕ. Раççейре туса хатĕрленисене мĕншĕн тиркемелле? Перекетлĕх пирки ытларах шухăшламалла. Килти пек эппин, нухрата тĕлли-паллисĕр салатмалла мар.

"Хыпар"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика