АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкуренци тăрăшса ĕçлеме хистет

13 ноября 2013 г.

 Редакцие Вăтаелĕнче пурăнакансем яла ирсерен пыракан маршрутлă автобус çỹреме пăрахни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе автостанцине çитмелле пулчĕ. Унăн ертỹçи С. Логинова çирĕплетнĕ тăрăх, автобус пушă е çурма пушă çỹрени тăкаклă-мĕн. Çакна ятарлă счетчик та çирĕплетет. Ирĕксĕрех пăнчă лартма тивнĕ. Пĕр е икĕ çыншăн транспорт çỹретейместĕнех. Ял халăхĕ автобус килессе пĕлсе тăрсах уйрăм çынсен техникипе çỹреме тытăннă-мĕн.

Маршрут уçăлсассăнах çакнашкал лару-тăру марччĕ-ха. Вăтаелĕнчен те çын аванах ларса тухатчĕ. Автобуса Туçара та пассажирсем кĕтсе тăратчĕç. Ирпе ĕçе çỹрекенсем Кивĕ Ахпỹртрен, Козловка-Пăлаккассинчен ларатчĕç. Район центрне çитиччен тулатчĕ вăл.

_ Çул çỹрекенсене ăнланма та çук тепĕр чухне. Пĕр яла ятарласа маршрут уçса панине кура автобуса çỹреттерме тăрăшмаллах пулнă ĕнтĕ хăйсен те. Уйрăм çыннăн транспорчĕ кашни кунах пулмасть вăл. Тỹлевне те хăпартаççĕ. Çак сăлтава пулах Тутар Тимешне, Чăваш Ишекне, Çĕнĕ Ахпỹрте, Пăлапуç Пашьелне, Хурама Твара çỹрекен хăш-пĕр рейссем те хупăнчĕç. Татмăшсем вара маттур, маршрута сыхласа хăварма пултарчĕç, _ терĕ Светлана Владимировна.

Кирек хăш маршрута та кирлине кура вырăнлă уçнă. Унпа ватти те, вĕтти те кăмăлтан çỹреме пултарать. Водителĕсем те нумай çул ĕçлекенскерсем. Акă И. Краснов çинчен япăх каланине илтнĕ-и? Çук. "Иван Тихонович пассажирсене килĕрен те пуçтарма хатĕр", теççĕ. И. Козлов водитель те коллектива йĕркеллĕ кĕрсе кайрĕ: сахал вăхăт ĕçлесех Илья Петрович сăнĕ Хисеп хăми çине вырнаçрĕ. В. Дюкин пирки те ыррине нумай каламалла. Пĕринче хĕлĕн сивĕ кунĕнче Туçари вăтам шкул автобусне вăхăтра хускатайман пулнă-мĕн. В. Дюкин водитель Вăтаелĕнчен шкула каякан ачасене маршрутлă автобус çине тỹлевсĕрех лартса Туçари вĕрентỹ çурчĕ умне кĕрсе антарса хăварнă. Миçе тав сăмахĕ илтнĕ вăл çакăншăн! С. Горбуновпа А. Долгов водительсене те пассажирсем хисеплеççĕ.

Куллен рейса çул çине автотранспорта тĕрĕслесе кăларакан Б. Чернов тĕп механик вара Патăрьел _ Елчĕк маршрутпа çỹрекен Н. Чумарков, Ю. Жирнов, О. Федоров, Шăмăршăна каякан В. Востоков водительсене те ырăпа палăртрĕ. Пĕр-пĕрин планĕ тулнипе те, ĕç кунне кашнийĕ мĕнле ирттернипе те кăсăкланаççĕ вĕсем. Автобус çĕмĕрĕлес пулсан ушкăнпах юсама хутшăнаççĕ, инкекре никама та пĕччен хăвармаççĕ иккен.

_ Пирĕн çинче Канашри пассажирсене илсе çỹрекен автотранспорт предприятийĕн 8 автобусĕ тăрать. Вĕсем 8 маршрутпа çула тухаççĕ. Уйрăм предпринимательсем илнĕ рейссем те пур. Куллен диспетчерсем 147 хутчен çула ăсатаççĕ, _ калаçăва хутшăнать Борис Николаевич тĕп механик.

_ Çул çỹрекенсен интересĕсене мала хурса ĕçлеме тăрăшатпăр,_ тет С. Логинова. _ Патăрьелĕнчен Шупашкара 16 сехетрипе кайма акă 288 тенкĕпех билет туянма пулать. Уйрăм çынсем хăйсен автомашинипе 350 е 400 тенкĕпе илсе каяççĕ пулсан, уйрăмлăхĕ аванах-çке.

Ирхине автостанцинчен пĕрремĕш рейс Сителе 5.35 минутра çула тухать. Каçхине вара Ишлĕрен юлашки автобус гаража 20 сехетре çитет. Расписанипе рейса тухайман кăлтăк пулман. Çĕмĕрĕлес пулсан та резерврипе улăштарма пултараççĕ. Пассажирсене кĕрсе билет туянма, автобус хускалса кайиччен кĕтсе ларма, кĕрхи сивĕ çумăр айĕнче тăрасран хỹтĕленме хăтлă кĕтессем пур. Автостанцине çуллен юсаса сăн кĕртеççĕ.

_ Конкуренци пысăк пирĕн. Çул хĕрринче ирсерен мĕн чухлĕ уйрăм çынсен çăмăл автомашинисем лараççĕ! Кашнийĕ тĕрлĕ енпе пассажирсене вырăна васкавлă илсе çитерме пултарни çинчен йыхăрсах тăрать. Çавах çул çỹревçĕ Канашри автотранспорт предприятийĕн автобусĕсене, "Автовас" пĕрлешỹ ĕçченĕсен тимлĕхне ытларах мала хурать. Çавна пула эпир уйăхран уйăха паракан плансене тултарса пыратпăр. Малашне те çаплах ĕçлесчĕ-ха, _ тет автостанци начальникĕ С. Логинова.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика