АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх йăли-йĕрки _ пурнăç йĕрки

13 ноября 2013 г.

Çамрăк ăру çивĕч ăс-хакăллă ỹссе çитĕнтĕр, ырă кăмăллă, ĕçчен пултăр тесе аслă ăрусем сĕм авалтанпах нумай вăй хунă, пайтах тăрăшнă. Пирĕн халăхра кашни çемьен ача-пăчана ăса вĕрентес йăли-йĕрки пулнă. Ку енĕпе вĕсем мĕн авалах хăйне евĕр шкул пулса тăнă. Ачисем йышлă пулсан та ашшĕ-амăшĕ, ваттисем пурне те ăс пама, ĕçе хăнăхтарма вăхăт тупнă, таса кăмăл-туйăмлă ỹстернĕ. Ача, ỹссе пынă май, малашнехи пурнăç валли пĕр-пĕр юратнă ĕç суйласа илнĕ, çав ĕçре хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне туптанă.

Шкула çỹреме май килмен пулин те пирĕн мăн асаттесем ăс-пуçран нимĕн чухлĕ те аптăраман. Вĕсен пурнăçне çирĕп тытса пыраканни _ ламран-лама куçакан йăла-йĕрке. Кашни уяв хăйĕн асамлăхĕпе, илĕртỹлĕхĕпе, тарăн шухăшĕпе паха-çке. Çемьери "шкулта" çамрăксене ăса вĕрентмелли, ĕçе хăнăхтармалли тĕрлĕрен меслетсемпе усă курнă, çав мелсенчен пĕри çинчен каласа парас килет те манăн.

Чăвашсем хушшинче улах ларасси мĕн ĕлĕкренех йăлана кĕнĕ. Унта хĕрсем ытларах ал ĕçĕ тунă. Вĕсем çип арланă, чăлха-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ. Каччăсем вара çăпата хуçнă, вĕрен-кантра явнă, хăмăт-пăяв ăсталанă. Вăй хунă май çамрăксем шỹтленĕ, кулнă, ташланă, юрланă. Кун пирки сăвăласа çапларах калани те пур, "Хĕрсем патне курмашкăн, çĕрле пулса çитсессĕн, пухăнаççĕ каччăсем, кĕрхи çĕре кĕскетме, вăй выляма, шỹт тума, хăй савнипе йăпанма".

Пĕр тĕрлĕ ĕç тусан, канса илмелле тенĕ пек, алла теприне тытнă. Ылмаштармалли ытларах вăйă евĕр пулнă. Çавăн пек самантсенче çамрăксем пушăтла выляма юратнă. Яшсем хушшинче хăйсен кĕвĕ ăстисем те пулнă. Вĕсем кĕсле е купăс каланă, хĕрсем вара кĕвĕ май юрă тăснă.

Ĕç тумалли, вĕренмелли çавăн пек майсем çамрăксене пăхса ỹстерес тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Улахсенче пĕри мĕн те пулин пĕлмесен, ыттисем ăна мĕнле тумаллине кăтартнă, пулăшнă, ăс панă. Куратпăр ĕнтĕ, лармана çỹрес тĕлĕшпе чи малтан яшсемпе хĕрсем хăйсен пуçарулăхне кăтартнă. Вĕсем никам хистемесĕрех, аслисем енчен никам ертсе-кăтартса пымасăрах пухăннă. Кил хуçисем пулман е ăçта та пулин хăнана кайнă киле пуçтарăнса, çамрăксем хăйсен ĕçне хăйсене пĕлнĕ пек йĕркеленĕ. Çавнашкал пуçтарăннă улах ларма хатĕрленекен ушкăн. Пĕрле чухне вара хĕрсемпе каччăсем камăн мĕн тумалли çинчен калаçса татăлнă. Пĕрисене улах пăтти пĕçерме, теприсене пỹрт-çурта пуçтарса тирпейлеме, виççĕмĕшĕсене мунча е кăмака хутма, хăшне-пĕрне улах пухăнасси çинчен туссемпе тантăшĕсене пĕлтерме шаннă. Тĕрĕсрех каласан, кама мĕнле ĕç шанса парасси майĕпен йăлана кĕрсе çи-рĕпленнĕ, мĕншĕн яваплă пулнине кашниех лайăх туйса тăнă.

Юрă-ташăна ертсе пыракансене те яш-кĕрĕм хăйсем хушшинчех уйăрнă. Ăна улах пуçĕ тенĕ. Юрра-ташша пуçаракансем ытларах чухне хастар, хăюллă, ыттисене ертсе пыма пултаракан каччăсем пулнă.

Пуçтарăннă çамрăксен тĕп тĕллевĕ ĕç тăвасси пулнă. Ларма вăхăтĕнче пĕр çынах, алă-ура канса илтĕр тесе, тĕрлĕ ĕç тунă. "Ĕç урокĕсем" "юрă урокĕсемпе", "пурнăç урокĕсемпе" ылмашăннă. Пурнăçра пулни-иртни, çамрăксем хăйсем мĕн пĕлни, курни-илтни çинчен пĕр-пĕрне каласа пани е тус-юлташсен хăтланкаларăшĕсене ушкăнпа сỹтсе явни кашнин ăс-хакăлне аталанма, пурнăçа витĕр куçпа курма пулăшнă.

Çитĕнсе çитнисемпе пĕрле улахсенче тепĕр чухне пĕчĕккисем, ĕçе çыпçăнма вăхăт çитнĕ ачасем хутшăннă. Вĕсем аслăраххисенчен ăна-кăна тĕшмĕртме тăрăшнă. Килти шкулăн-улахăн тепĕр паха енĕ те пур, çамрăксем унта ĕçе çепĕçрех, пахарах тăвас, хăйĕн тĕрри-чĕнтĕрĕ ыттисенчен илемлĕрех, лайăхрах пултăр тесе пĕр-пĕринпе тупăшнă. Вăр-варлăх та пĕр-пĕрин пултарулăхне хакламалли виçе шутланнă. Хĕрсем, сăмахран, пĕр каçра икĕ тулли йĕке çинçе çип арлама, каччăсем вара пĕр мăшăр çăпата тума тăрăшнă. Лайăхрах ташлас, юрлас енĕпе те тупăшмасăр иртмен улахсенче. Паллах, чăваш халăхĕн çамрăксене ăс-хакăла вĕрентмелли ытти майсем те сахал мар пулнă, вĕсем пурте тенĕ пекех ĕçпе çыхăннă. Ниме, хĕр ними, алылмаш, хĕр сăри, сурхури тата çавăн йышши ытти уявсемпе йăла-йĕркесем çамрăксемшĕн чăн-чăн пурнăç шкулĕ пулнă.

Паянхи кун эпир çак ĕлĕкхи "пурнăç шкулне", "çемье педагогикине" манса пынă пирки ĕнтĕ ачасене ĕçе юратма вĕрентейместпĕр, хăйсен пурнăçри çулне тупма пулăшаймастпăр, çавăн пек ан пултăр тесен, пирĕн тăван халăх ку енĕпе ĕмĕрсем хушши пухнă пуянлăхпа вырăнлă усă курмалла, паянхи пурнăçа тивĕçлĕ çынсем пăхса ỹстермелле.

Кашни çын, çамрăк-и вăл е ватă-и, тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр, унăн сăваплă йăли-йĕркипе мăнаçланса, çепĕç чĕлхипе уççăн калаçма, çĕр-шывĕпе мухтанма пултартăр, чăн-чăн чăваш чунлă пултăр, ятне ан ятăр.

С. КУЛАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика