13 ноября 2013 г.
Çуллахи каникулта эпĕ кукамай патне яла кайрăм. Вăл Патăрьел районĕнче пурăнать. Комсомольски районне кĕрсен çул хĕрринче "симĕс" чарăну пур. Унта инçете çỹрекен водительсем çеç мар, çемьепе çула тухнисем те хапăлласах чарăнаççĕ. Аслă çул хĕрринчи "симĕс" чарăнăвăн чапĕ _ упа. Ун валли пысăк читлĕх лартнă, çăткăн тесе калама та хĕн чĕр чун унта кун ирттерет. Çак упана курма чарăнакансем нумай. Ача-пăчапа çула тухни вара тĕпренчĕкĕсене Михалчă-Топтыгина кăтартма тỹрех чарăнăва пăрăнать.
Эпир те упа курас тесе чарăнтăмăр. Кун кăнтăр апачĕ тĕлне çывхарать. Утаман тутлăн ыйхă тăсатчĕ. Эпир читлĕх патне пырсан упа мĕшĕлтетсе выртнă çĕртен тăчĕ _ пирĕн сасса илтрĕ ĕнтĕ. Максим шăллăм ыйхăллă чĕр чуна çула май ăснă çăл шывĕпе хăналама шутларĕ. Шыв тултарнă çур литр савăтне апат памалли лутука хучĕ. Хăш вăхăтра хыçалти ури çине тăрса ĕлкĕрчĕ-ши упа? Кусса анакан савăта малти лаппипе сывлăшрах ярса та тытрĕ. Вара ăна кăкăр çумне пăчăртарĕ те пĕрре çыртсах путтăлккă хуппине уçрĕ. Питĕ пĕлсе хăтланчĕ _ ĕмĕр тăршшĕпе пĕр-пĕр лавккара пăкă уçакан çĕрте ларнă тейĕн.
Çанталăк вĕри, хĕвел ăшшине шеллемест. Утаманăн çăварĕ аванах типнĕ пулмалла, вăл сивĕ шыва лăнкăртаттарса самантрах ĕçсе те ячĕ. Савăнчĕ хăй _ çавăн пек туйăнчĕ пире. Утаман кăмăллăн хашлатса сывласа илчĕ те _ лапчăннă-пушаннă савăт çĕре ỹкрĕ. Упа пĕшкĕнчĕ те лапчăк пластик савăта каялла çĕклеме тăрмашма тытăнчĕ. Лапписем мĕн пысăкăш _ лешĕ вара ытла пĕчĕккĕ. Асаплана-асаплана çавăрса тытрĕ-тытрех Михалчă, шутласа тăмарĕ _ читлĕхрен тулалла вирхĕнтерчĕ путăлккăна. Утаман кăмăлĕ картне ларчĕ пулмалла, чĕр чун хăйĕн вырăнне кайса выртрĕ.
Эпир упа утамана тек кансĕрлемерĕмĕр, машинăна кĕрсе лартăмăр та Патăрьелне вĕçтертĕмĕр. Вырттăр тĕлĕрсе Михалчă, пăчă пуль ăна.
Пушă савăтне упа читлĕхĕнчен кăларса пăрахнинчен анне питĕ тĕлĕнчĕ те, савăнчĕ те. "Çынсем ăçта канса лараççĕ _ çавăнтах çỹп-çап тăкса хăвараççĕ. Упа вара йăвинче нимĕнле çỹпĕ те хăвармасть. Меллĕ мар пулин те пластик савăта çĕклесе кăларса пăрахрĕ! _ тесе ăс вĕрентрĕ пире. _ Ачамсем, çак маттур упа пирки нихăçан та ан манăр. Вĕренĕр унран. Ытти çынна та упа пирки каласа парса тĕлĕнтерĕр".
Чăнах та, тĕлĕнмелли пур упа утаманран.
М. ЗОТОВА.
Сăмах май каласан...
Хăмăр упа _ çĕр çинчи чи пысăк та хăрушă çăткăнсенчен пĕри. Вăл темĕнпе те тăранса пурăнаять _ ỹсен-тăран, какай, хурт-кăпшанкă çиет, пăсăлнă вилене те тиркемест. Утаман пăхма кăна лỹппер: сехетре 50 çухрăм хăвăртлăхпа чупасси уншăн нимĕн те мар. Шывра та аван ишет вăл, йывăç тăрне те вăр-вар хăпарать. Пĕрре çапсах вăкăр-зубр çурăмне хуçаять. Утаман вăтамран 30 çул пурăнать. Упа сĕчĕ ĕненнинчен 3 хут тутлăрах.
Мультфильмсенче упа сăнарне ытла та ырăлатса-ăслăлăтса кăтартни хăш-пĕр чух çынсене синкер те кỹрет: ырă кăмăллă тесе, хăрушă, çăткăн пулнине манса, читлĕх патне пырса утамана ачашласа илес текенсем те пур. Упа вара кăмăлĕпе мультфильмри сăнар мар, ачашлама алла тăснă çынна ярса илсе читлĕх çумне хĕстерсе тăрмалани те пулкаланă. Çитменнине упа хăйне килĕшмен çынна ас туса юлать, май пулсанах тапăнма пултарать.
Хăмăр упан чи пысăк тĕсĕ _ кадьяк. Вăл 3 метр таранах çитĕнме пултарать. Шурă упана та хăваласа çитет темелле. Чи пĕчĕк утаман _ кăнтăр Хĕвел тухăçĕнче тĕл пулакан Малай упи. Пысăкăшпе вăл йытă пек çеç, йывăрăшĕ 25-65 килограмм.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)