16 ноября 2013 г.
КĂÇАЛХИ тыр-пул тухăçĕ пасар хакĕсенче сисĕнме те пуçларĕ темелле. Кĕр мăнтăрĕпе чăн малтанах çăмарта хакĕ ỹснине туйрăмăр. Кăт-кăтик "çимĕçĕ" тăруках икĕ хута яхăн хăпарса кайрĕ! Нумай пулмасть çеç-ха ăна 3 _ 4 тенкĕпе туянма пулатчĕ. Халĕ вара теçеткине 60 тенкĕ е ытларах та ыйтаççĕ. Мăнкунччен вăхăчĕ самаях пулин те, паттăр тумалли çăмартасем тата ытларах хакланасси паллă. Ватăсем сăнанă тăрăх, тĕпеклĕ чăх, ыттисемпе танлаштарсан, нумайрах çăмарта тăвать-мĕн. Апла пулсан малашне кил хуçисен айван йăха улăштарас пирки те шутлама тивĕ-ха.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)