16 ноября 2013 г.
Пенсири çĕнĕлĕхсем пирки сỹтсе явасси вĕçленсе пырать. Саккун проектне Патшалăх Думинче декабрьте пăхса тухма палăртаççĕ. Çакăн пирки журналистсене Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ М. Топилин, статс-секретарĕ _ министр çумĕ А. Пудов тата Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн правленийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ А. Куртин федерацинчи тата регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире паллаштарчĕç. Тĕп тема "Пенсин çĕнĕ формули тата пенси валли пухăнакан укçана йĕркелемелли тытăма çĕнетсе улăштарасси" пулчĕ.
2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Раççейре обязательнăй пенси страховани тытăмĕнче граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме пуçлаççĕ.
Çĕнĕлĕхĕн шăнăрĕ мĕнре-ха? Çакă граждансене пенсин юрăхлă шайĕпе тивĕçтерессине гарантилессипе, ĕç паракансен тата федераци бюджечĕн страховани тиевĕн юрăхлă шайне сыхласа хăварассипе, гражданина пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар пенси памашкăн гарантилессипе, пенси прависене ĕç укçи енĕпе пĕр тан тăвассипе, пенси виçине палăртнă чухне стаж пĕлтерĕшне ỹстерессипе çыхăннă.
Страховани пенсийĕ çĕнĕ йĕрке тăрăх тулли виçепе 2015 çултан ĕçлеме тытăнакансен кăна йĕркеленет. Халĕччен страховани стажĕ пухăннисен пенси прависене шута илеççĕ, сыхласа хăвараççĕ тата гаранти йĕркипе пурнăçа кĕртеççĕ.
Страховани пенсине çĕнĕ йĕркепе шутланă чухне "пенсин çулталăкри коэффициенчĕ" ăнлавпа усă курма тытăнаççĕ, унпа гражданинăн ĕçленĕ кашни çулне хаклаççĕ. Шалу мĕн чухлĕ пысăкрах _ унăн пĕлтерĕшĕ те сумлăрах.
Çавăн пекех этем пурнăçĕнчи социаллă пĕлте-рĕшлĕ тапхăрсене _ çар ретĕнче тăнине, кăкăр ачине, сусăр ачана, 80 çултан иртнĕ ватта пăхнине _ стажа кĕртеççĕ, вĕсен коэффициенчĕсем ĕçлекеннисене пырса тивекеннисенчен уйрăлса тă-раççĕ.
Çĕнĕ йĕркепе тивĕçлĕ канăва каяссине каярах хăварни пайталлă: кашни çулталăкшăн страховани пенсине хушса пыраççĕ.
Тепĕр уйрăмлăх _ 2025 çулта ватлăхри ĕç пенсине тивĕçмелли пĕтĕмĕшле стажăн чи пĕчĕк кăтартăвĕ 15 çулпа танлашмалла: 2015 çултанпа кашни çулшăн пĕршер çулталăк хушăнса пымалла. Кун чухлĕ пухăнайманнисен социаллă пенси ыйтма тивет (хĕрарăмсен 60, арçынсен _ 65 çулта).
1967 çултан маларах çуралнисен пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ пулманнипе ĕçпе тивĕçтерекенсем пĕтĕм взноса страховани пайне хываççĕ. 1967 çулта тата каярах çуралнисен 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пухăнса пыракан пайăн тарифне суйлама ирĕк пур: е хальхи пекех 6 процент хăвармалла, е пухăнса пыракан пая хирĕçлесе страховани пенсийĕ тĕлĕшпе хăйсен прависене ỹстермелле.
Тарифа палăртнă чухне çакна асра тытмалла: пухăнса пыракан пая йĕркелеме йышăнсан страховани пайĕ енĕпе ирĕкĕре пĕчĕклететĕр, е пачах тепĕр майлă. Хăш вариант пайталлине хăвăрăн палăртма тивĕ. Çапах та асра тытăр: страховани пенсине патшалăх гаранти йĕркипе инфляци шайĕнчен пĕчĕк мар виçепе çуллен ỹстерсе пырать. Пухăнса пыракан пенси _ пенси валли хывнă укçана йĕркелесе тăма РФ Пенси фончĕ патшалăхăн шутланман пенси фондне е управляющи компание панипе, ăна финанс рынокĕнче инвестициленипе пухăннă нухрат. Ăна патшалăх индексацилемест. Кун пек чухне пенсин пухăнса пыракан пайне хывнă взнос суммине кăна тавăрса парĕç.
Çапла вара шалу мĕн чухлĕ пысăкрах тата пĕтĕмĕшле стаж вăрăмрах _ ватлăхри ĕç пенсийĕ çавăн чухлĕ сумлăрах.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)