АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĕНЕКЕ СУМĕ ПĕТМЕН-ХА

16 ноября 2013 г.

Шупашкарта çĕр-шыври Кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн семинарĕ иртнĕ. Наци республикисен (Мордва, Тутар, Мари, Чечня, Пушкăрт, Якут (Саха), Кабарда Балкар, Коми, Удмурт, Чăваш) кĕнеке издательствисен ертỹçисем сỹтсе явнă тĕп ыйту халăха кĕнеке вулаттарассине ỹстерессипе, унăн сумне çĕклессипе çыхăннă.

Иртнĕ çул Раççейре 117 пин ятпа кĕнеке (пĕтĕ-мĕшле тиражĕ 540 млн. экз.) кун çути курнă. Лайăх-и ку? Танлаштарса пăхар-ха ун умĕнхи кăтартупа. Тираж малтанхинчен 12 процент чакнă. Чылай кăларăмăн тиражĕ 1 пине те çитмест-мĕн.

Иртнĕ çул çĕр-шывра çын пуçне 3,77 кĕнеке кăларнă. Çакă юлашки пилĕк çулти чи пĕчĕк кăтарту. Ытларах мĕн пичетлеççĕ-ха? Вĕрентỹпе ăслăлăх литературисене иккен.

Республикăсенче кĕнеке кăларас енĕпе хатĕрленĕ рейтинг çапларах. Иртнĕ çулти кăтартупа пĕрремĕш вырăнта _ Пушкăртстан (1571 кĕнеке). Унтан _ Тутарстан (1388), Мордва Республики (1039), Мари Эл (592)... Тираж енĕпе те чи малти вырăнта Пушкăртстан тăрать. Унта пĕлтĕр 2098 пин экз. пичетленнĕ, Чăваш Республикинче _ 500 пин экз. Çак самант та пĕл-терĕшлĕ: çĕр-шывра пичетленекен кĕнекесен 2,9 проценчĕ çеç наци республикисен чĕлхипе кун çути курать.

Пушкăртсемпе тата тутарсемпе танлаштарсан пирĕн мухтанмаллиех çук пек, анчах та пуçа усма кирлĕ мар. Чăваш кĕнекисем тĕнчери куравсемпе ярмăрккасенче палăраççĕ, вулавçăсене кăсăклантараççĕ. Сăмахран, "Чувашская вышивка" кăларăма илер-ха. Ют çĕр-шыв çыннисемшĕн тĕ-лĕнмелле кĕнеке вăл. Кăçал Горький ячĕллĕ литература институчĕ "М. Сеспель. Мильоном стих мой повторен" кĕнекене пысăк хак панă. Ăна АСКИ ирттерекен конкурса та тăратнă.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика