АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Историне _ кĕнеке урлă

16 ноября 2013 г.

 Иккĕмĕш кĕнеке кун çути курчĕ Кивĕ Ахпỹртри А. Салминпа А. Павлова хĕрĕн. Ăна апрельте "Ты в памяти у всех, родная сторона" ятпа пичетлесе кăларчĕç. Питĕ пахаскер вăл. Фактсене Мускаври авалхи актсен тĕп архивĕнчен те илнĕ. Унти 445-мĕш ĕçре çапла çырнă: "1634 çулта Пăла шывĕ хĕрринче Çĕрпỹ уесĕнчи Аниш шывĕ хĕрринче пурăннă чăваш хресченсем Кивĕ Ахпỹрт ялне никĕсленĕ". 1707 çулта ялта 18 çемье пурăннă-мĕн.

Кĕнекере йăх-несĕлсем мĕнле аталанса пынине те çырнă.

Ялта пĕр çын СССР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулнă. Пĕри республика министрне çитнĕ. Писательсем _ 3, халăха çутта кăларас ĕç отличникĕсем 20ĕн шутланаççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕç-ченĕн ятне 22 çын илнĕ. Вĕсенчен пĕри _ Социализм ĕçĕн Геройĕ те.

13 ача вăтам шкулта ылтăн е кĕмĕл медальсемпе пĕтернĕ. Ялтан 49 милици ĕçченĕ, юрист тухнă. Н. Архипов полковника çитнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче паттăрла ĕçленĕшĕн 206 çынна медаль панă.

Кĕнеке студентсемшĕн, шкулта вĕренекенсемшĕн паха. Вăл интересленекенсен тавра курăмне анлăлатать.

В. ВЛАДИМИРОВ, районăн хисеплĕ гражданинĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика