16 ноября 2013 г.
Эпир хамăр тăван çĕр-шыва чĕререн юрататпăр. Çĕр-шыв _ вăл хỹхĕм вăрмансем, хăватлă юхан шывсем, кỹлĕсемпе тинĕссем. Этеме çак çут çанталăк пуянлăхĕсем вăй-хăват парса тăраççĕ. Пирĕн тавралăха тата хитререх те пуянрах тăвассишĕн тăрăшмалла. Кăçалхи çул çут çанталăка упраса хăварас тата ăна сыхлас тĕллевпе республикăра нумай ĕç туса ирттереççĕ: хула тата ял урамĕсене тирпейлесе йывăçсем лартаççĕ, тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе эрешлетсе тавралăха илем кỹреççĕ. Мĕн авалтан пирĕн мăн асаттепе асаннесем çут çанталăка юратса пурăннă. Çакă Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче упра-накан документсенче палăрать. 18-20 ĕмĕрсенче çут çанталăк ырлăхне упраса хăварас тĕллевпе халăх хушшинче йывăç лартас уявсем йĕркеленĕ. Ун чухнех йывăç, вăрман ỹстерессине пысăк вырăна хунă. Архиври "Чĕмпĕрти учительсен чăваш шкулĕ" фондра йывăç лартас уява вĕрентỹ шкулĕсенче ирттерес ыйтусене пăхса тухнă документсем упранаççĕ. Хусан вĕрентỹ округĕн пуçлăхĕ тăратнă ыйтăва чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе сахал мар вăй хунă И. Я. Яковлев хапăл тусах йышăннă. Йывăç лартас уявсене йăла-йĕркене кĕртсе çултан çул тăсас шухăша та ырланă. Вăл çут çанталăка питĕ юратнă, хăйĕн вĕрентекенĕсене те çавнах хăнăхтарнă. Документсем тăрăх Чĕмпĕр шкулĕнче çакăн пек уявсенчен пĕрне 1902-мĕш çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче ирттерни паллă. Йывăç лартма шкул таврашĕнчи пушă вырăнсене, И. Я. Яковлев тата шкулăн попечителĕн усадьбисенче палăртнă. Малтан тăпра пахалăхне пăхса, малашне çак вырăнта йывăç лартсан мĕнле пулассине шута илсе план туса хатĕрленĕ. Каврăç, хурама хăвăрт ỹснине кура шкул таврашĕнче вырăн тупнă. Çăка, хурăн, тирек, юман, чăрăш йывăççисене усадьбăсенче лартма палăртнă. Çавăн пекех малашне утар тума палăртса çăкалăх валли вырăн тупса ха-тĕрленĕ. Акаци йывăçĕ те хурт-хăмăршăн усăллă пулнине шута илнĕ, чĕрĕ симĕс карта пулса тавралăха илем кỹрессине паллă тунă. Асăннă çул удел ведомствин питомникĕнчен шкул шутĕнчи укçа-тенкĕпе 500 ытла йывăç хунавĕ туянса лартса тавралăха хитрелетнĕ. Çав шутра тĕрлĕ улма-çырла йывăççи те шкул пахчине илемлетнĕ. Ытти çулсенче те уявсем ирттерес тĕллевпе вăрăран акса лартмалли йывăçсем ỹстерме йышăннă. Анчах çакна та палăртмалла - йывăç лартни ĕçĕн пуçламăшĕ кăна-ха. Вĕрентỹ шкулĕсенче уявсем ирттерни ачасене йывăçсене кирлĕ пек пĕлсе лартма, вĕсене тирпейлесе пăхса ỹстерме, хуçса е таптаса пĕтересрен сыхлама, асамлă тавралăха сăнама, çут çанталăк пуянлăхĕпе илемне хаклама, пурлăха упрама вĕрентнĕ. Кашни çынна пĕчĕкренех çуралнă çĕршĕн, тăван еншĕн ырă ĕç тума хăнăхтарса пырасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнă. Уявсем, канмалли кун иртнĕ, апла пулин те вĕренекенсем пысăк савăнăçпа хутшăннă. Вĕсем йываçсен пахалăхне хисепленĕ. Çирĕп, вăрăм ĕмĕрлĕ юман, лаштра çăка, илемлĕ вĕрене, шурă хурăн тата ытти нумай йывăç тĕрлĕ чир-чĕртен сипленме пулăшать-çке, кил-хуçалăхри сĕтел-пукан, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕ те йывăçран, сивĕ хĕл кунĕсенче вăлах ăшăтать. Вĕренекенсене уявсенче "Йывăçа упрар" ятлă брошюрăсем салатса панă. Кивелсе саралнă доку-ментсене тишкернĕ май чăваш ялĕсенче те йывăç лартас ĕç анлă сарăлни курăнать. Сăмахран, Етĕрнери земство шкулĕсем те çулсерен йывăç лартас уявсем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Хусан кĕперне управи ялти шкул ачисене çак ĕçе явăçтарма ятарласа укçа-тенкĕ уйăрнă. Вăл укçапа вырăнти питомникран лартмалли йывăç туяннă, ачасене пылак апатпа сăйланă. Документсем хушшинче Енĕш ялĕнчи (хальхи вăхăтра Вăрнар районĕ шутланать) земство училищинче ĕçленĕ О. Чебоксарова учительница 1908 çулта йывăç лартас уява йĕркелени çинчен çырса хаварни упранать. Вăл унта ытти çулсенче те уявсем ирттернине палăртать. Ачасем йывăç лартассине пысăк савăнăçпа йышăннă, юрă-ташă, халап-юмах, сăвă, тĕрлĕ вăйă хатĕрленĕ. Хăйсен аллипе лартнă улмуççисене малашне юратса пăхнă, кирлĕ вăхăтра шăварнă. "Çак уяв ачасене кăмăла кайса асра юлчĕ, вĕсем хăйсен ĕçĕшĕн савăнчĕç, Етĕрне уесĕн земство управине тав сăмахĕсем каларĕç", _ тесе çырнă Кушлавăшри (Вăрнар районĕ) земство училищин учителĕ Е. Архангельский. Çак шкулта та ачасене пархатарлă ĕçе явăçтарса, йывăç лартассине ырă йăлана кĕртсе ялти урамсене, çырма-çатрасене илем кỹнĕ, çут çанталăка упрама вĕрентнĕ. Унсăр пуçне, çулсерен уессенчи ялсенче пушартан сыхланса хăвăрт ỹсекен çулçăллă йывăç лартма пуçланă. 1900 çулхи Кĕперне земствин черетлĕ Пухăвĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн хысна лесничествинчен уйăрса панă йывăçсене хресченсен килĕсем хушшине тата пахчара лартамалла пулнă. Çирĕп йĕркесене пăхăнса лартнă йывăç тавра çатан карта тытса çавăрнă, шăрăх вăхăтра шăварнă. Саккунран пăрăнса хушăва пурнăçламасан хресченсене явап тыттарнă. Страховани агенчĕсем, ял старостисем, вулăс старшинисемпе вĕсен пулăшаканĕсем йĕркесене тимлĕ асăрхаса тăнă. Ытларах йывăçсене кĕркунне лартса хăварма тăрăшнă, вĕсем ăнăçлăрах ỹснĕ. Архив докуменчĕсенче 1905 çулта Етĕрне уесĕнчи 12 ялта пурĕ 4230 йывăç лартса хăварни паллă. Пỹртсене пушартан сыхлас тĕлĕшпе чăваш халăхĕ ытларах йăмра лартса ỹс-тернĕ: вăл хăварт чĕрĕлет, васкаса ỹсет, ялсенчи урамсене сулхăн, илем кỹрет, çĕре çурма чарать. Авал лартнă ватă йăмрасем хăрса е çил-тăвăла пула çулсерен сахалланса пыраççĕ. Мĕншĕн-ха пирĕн паянхи кун асаттесемпе асаннесен ырă йăлине аса илсе вĕсен пархатарлă ĕçне ăруран ăрăва тăсас мар? Ăна пурнăçа кĕртесси пĕтĕмпех хамăртан килет.
В. ХАРИТОНОВА, историпе краеведени архивĕн сотрудникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)