АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Патшалăх Канашĕн 16-мĕш сессийĕн кун йĕркине 11 ыйту кĕртнĕ

20 ноября 2013 г.

 Тĕп вырăнта республика бюджечĕпе çыхăннисем пулчĕç. Сесси вĕçленмен-ха, чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче малалла ĕçлĕ. Бюджет ыйтăвĕсемпе вара вице-премьер _ финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмах илнĕ. Унăн трибуна çине виçĕ хут та тухма тивнĕ: кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе, унтан _ çитес виçĕ çуллăх бюджет саккунĕн проекчĕпе. 2013 çулхи бюджетра хамăрăн тупăшсен пайĕ ỹсет _ 8,4 процент. Раççейре, Атăлçи округĕнче çак ỹсĕм пĕчĕкрех. Патшалăх парăмĕ 7,5 млрд таран чакать. Ял хуçалăхĕ валли уйăракан укçа хушăнать _ кăçалхи бюджетра аграрисем валли уйăракан пĕтĕмĕшле виçе 2,3 млрд тенкĕпе танлашĕ. Бюджет дефицитне пĕчĕклетме сĕнчĕ _ 2,8 млрд тенкĕ пулĕ. Çапла вара кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 35,4 млрд тенкĕпе танлашĕ, тăкак пайĕ _ 38,2 млрд тенкĕ ытларах. Бюджет социаллă тĕл-левлĕ _ çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Перекетлĕ пулин те бюджет влаçсем хăйсем çине илекен социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлассине тивĕçтерĕ. Çавăнпах улшăнусене пĕр саслăн тенĕ пек икĕ вулавпа ырларĕç. Çитес виçĕ çуллăх бюджет саккунĕн проекчĕпе паллаштарнă май Михаил Ноздряков сăмахне экономикăри пĕтĕмĕшле лару-тăрăва хакланинчен пуçланă. Раççей экономикин ỹсĕмĕ чакать _ çитес çулта 1 процент ытларах кăна пулать теççĕ. 2030 çулччен çĕр-шывăн шалти пĕтĕ-мĕшле продукчĕн виçи çуллен 2 процент ытларах çеç ỹссе пырассине тĕпе хуракан сценари пур. АПШ экономики те такăннă. Китайра ỹсĕм пысăк-ха, анчах вăл та юлашки çулсенче чи пĕчĕкки пулĕ. Çак условисенче Чăваш Ен экономикин ỹсĕмне министр лайăх тесе хакларĕ _ 2014 çул валли 6 процент ытларах пуласса кĕтеççĕ. Çитес çултан муниципалитетсен тупăш çăл куçĕсем хушăнаççĕ _ хăш-пĕр тỹлев унта кĕме пуçлĕ: нефть продукчĕсен акцизĕсен, транспорт налукĕн пĕр пайĕ, çĕр укçи... Республика бюджечĕн тупăш пайĕ çав-çавах федераци пулăшă-вĕнчен нумай килет-ха, çапах хамăрăн тупăш тỹпи ерипен ỹссе пырать. Михаил Геннадьевич пытармарĕ: çитес çулхи бюджет тĕлĕшпе те лару-тăру çивĕч пуласси куç кĕрет. Çавăнпах авă 14-16-мĕш çулсем валли патшалăх служащийĕсен ĕç укçине индексацилессине те палăртман. Пĕр сăмахпа, пиçиххисене туртарах çыхма тивет-тĕр. Çапла вара çитес çул бюджечĕн тупăшĕ 32,4 млрд тенкĕпе танлашĕ, тăкаксем 35,6 млрд тенкĕ. Ун хыççăнхи икĕ çул бюджечĕсем те дефицитлă: 2015 çулта _ 14,3 процент (тупăш _ 32,2 млрд, тăкаксем _ 35,5 млрд тенкĕ), 2016 çулта _ 14,5 процент. Депутатсем виçĕ çуллăх бюджета та пĕр саслăн ырланă.

"Хыпартан".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика