АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çум курăкшăн пите хĕретме тивет

20 ноября 2013 г.

 Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем каласа панă тăрăх, Чăваш Енри çĕрсемпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе, чăнах та, çитменлĕхсем сахал мар. Тĕрĕссипе, патшалăх çĕр надзорĕн пайĕ ĕçлеме тытăннăранпа çĕр саккунĕсене пăснă пĕрешкел тĕслĕхсене шута илеççĕ. Пуринчен ытла вара лаптăксенче çум курăк тата тĕм таврашĕ пĕтме пĕлменни калаçтарать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн тăрăхра усă курман çĕр 60 пин гектара яхăн. Инвентаризаци пĕтĕмлетĕвĕсем çакна çирĕплетеççĕ: хыт-хура çитĕнекен вырăнсем Улатăр тата Канаш районĕсенче уйрăмах нумай. Тĕрĕссипе, пур районта та тенĕ пекех пур усă курман çĕрсем. Кунта "лидерсене" кĕртрĕм темелле.

Асăннă ведомство специалисчĕсем кăçалхи 9 уйăхра кăна тĕрлĕ йăх-ях тапса тухнă 3,5 пин гектар тупса палăртнă. Лаптăксене йĕркеллĕ тытманран 124 çынпа административлă яваплăх пирки сăмахлама тивнĕ. Юридици вăйĕнчи - 4, должноçри тепĕр 4 çынна РФ административлă йĕркене пăсни çинчен кодексăн 8.7 статйин 2 пайĕпе айăпланă.

Саккунсене уяман тĕс-лĕхсене куçран вĕçертмеççĕ инспекторсем. Штрафланипе кăна ĕç-пуç вĕçленмест-ха. Хуçисен çĕре йĕркене кĕрт-мелле. Лаптăксене акма юрăхлатмалла. Çакăн пирки 190 предписани панă.

Асăрхаттарусене шута хунине палăртма кăмăллă. 2012 тата 2013 çулсенчи предписанисен шăпине тĕрĕсленĕ май 138-шне пурнăçлани палăрнă.

Ятарлă техника, укçа-тенкĕ çитменни кăна мар, тар тăкас кăмăл çукки те хăш-пĕр лаптăка юрăхсăра кăларать. Анчах ял тăрăхĕсене куçнă çĕрсене сухаласа акманшăн вырăнти администрацие явап тыттараймăн. Саккунсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ял хуçалăх производствине тытса пыма хушса çырни çук. Çакă пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме кăткăслатать çеç.

Çынсен шухăш-кăмăлĕ малашне те улшăнмасан пулăхлă сий те япăхса пырасси куç кĕрет. Тăпра пахалăхне упраса хăварас тата тавăрас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленĕ е пачах çакăн çинчен шутламан тĕслĕхсене çине-çинех тăрă шыв çине кăлараççĕ управлени ĕçченĕсем. Кăçалхи 9 уйăхра кăна 6,4 гектар çĕрпе кирлĕ пек усă курманнине палăртнă, агрохими тĕпчевĕ ирттермен 76 лаптăка тупса палăртнă, юрăхсăрлатнă 11 гектарта вара рекультивацие пахалăхлă тата вăхăтра ирттермен иккен. Кунсăр пуçне 6,7 гектарта пулăхлă сие саккуна пăсса хырса илни куç тĕлне пулнă.

Пĕтĕмпе 401,3 пин гектара тĕрĕсленĕ май çĕр çинчен калакан саккунсене пăснă 255 тĕслĕхе шута илнĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика