23 ноября 2013 г.
Тулта _ хура кĕркунне. Раштава кĕретпĕр пулсан та Турă юр çуса таврана çутатаймарĕ. Кунĕ те нумай кĕскелчĕ. Ирпе сĕм-тĕттĕмлех ĕçе утатпăр. Сумка çакнă ачасем те пирĕнпе пĕрлех чупаççĕ. Анчах Па-тăрьелĕнчи хăш-пĕр урамсенче çутă пачах çук. Такăнса ỹксен пуçна та çурса пăрахăн. Уйрăммăн илсен, Ленин проспектĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулпа çĕнĕ садик тĕлĕнче те "Ильич ламписем" йĕркеллĕ çунмаççĕ-ха. Çул урлă каçакан вĕт-шакăршăн чун çук!
Çак кунсенче Чăваш Ене савăнăçлă хыпар çит-рĕ: çăмăл атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнче-ри ассоциацийĕн канашĕ 2016 тата 2018 çулсенче пирĕн республикăра хăвăрт утас енĕпе тĕнче кубокĕсем ирттерме ирĕк панă.
Ларăва РФ çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев, Михаил Бутов тĕп секретарь, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăннă. Раççей делегацийĕ Чăваш Енпе, спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе, инфратытăмпа, юлашки вăхăтри çĕнĕ-лĕхсемпе паллаштарнă.
Чăваш Енĕн пысăк ăмăртусем йĕркелессипе опычĕ пуян. Аса илтеретпĕр: 2003 тата 2008 çулсенче Шупашкар хăвăрт утас енĕпе Европа тата тĕнче кубокĕсене йышăннă, кашни çул Раççей кубокĕсемпе чемпионатсем ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра республикăн тĕп хули çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионатне хатĕрленет.
Е. АНДРЕЕВ
Сăмах май каласан...
Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева "Физкультурăпа спорт аталантарассинчи пархатарлă ĕçшĕн" Хисеп паллипе чыс тунă.
Раççейри спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Республикин Пуçлăхне асăннă наградăна Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн, сывă пурнăç йĕркине сарнăшăн, физкультурăпа спорт сферинче ĕçлекен федерацин (патшалăх) тата территорин органĕсене йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ май панине палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)