23 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче районта йăлана кĕнĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: Чăваш Республикин бюджечĕ тата бюджет политикин тĕп енĕсем; Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ 20 çул тултарни. Кун йĕркинчи ыйтусене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи информаци ушкăнĕсемпе, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, организаци, предприяти, учреждени ертỹçисемпе, вырăнти халăхпа сỹтсе явас, чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисене аслă влаç органĕсем патне çитерес тĕллевпе пирĕн района патшалăх регистрацийĕ, кадастр тата картографи федераци службин Управленийĕн ертỹçи Е. Карпеева, Физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ С. Шелтуков килнĕ. Район администрацийĕн залĕнчи тĕл пулу хыççăн район администраци пуçлăхĕ Николай Глуховпа Екатерина Карпеева Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне, Первомайскинчи ял тăрăхне тата кунти вăтам шкула, Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора çитсе курнă, коллективсемпе курнăçнă, тĕрлĕ ыйтусене хускатнă. Район администраци-йĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Осиповпа Сергей Шелтуков Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, Пикшик ял тăрăхĕнчи социаллă пурнăçпа культура объекчĕсенче пулса кунти ĕç-хĕлпе, проблемăсемпе кăсăкланнă. Ял халăхне пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри _ çĕр участокĕсене регистрацилесси. Кун пирки граждансене информаци кунне хутшăннисем тулли хуравсем панă.
(Хамăр корр).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)