23 ноября 2013 г.
Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хĕллехи сунар тапхăрĕ пуçланнă. ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин инспекторĕсем малтанхи 4 кунра сунар йĕркине пăснă 3 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă, 2-шĕ сунар ресурсĕпе усă курма ирĕк паракан документсăрах кайăк ĕрчетекен вырăнта пăшалпа çỹренипе, тепри унта транспорт хатĕрĕпе пынă чухне пăшала йĕнĕрен кăларнипе çыхăннă. Тĕрĕслевçĕсем вăхăтлăха 2 пăшал туртса илнĕ.
Чĕрĕлĕхе "серепене" лектерес шухăшпа çỹренĕ кайăкçăран инспектор пăшалне йĕнĕрен кăларса кăтартма ыйтнă. Анчах лешĕ итлемен. Служба ĕçченĕ сунарçă йĕркене пăхăнманни пирки протокол çырнă.
Çак уйăхăн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 10-мĕшĕччен _ мулкача, нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен Америка шашкине, пакшана, вăрманпа чул сăсарĕсене, вăрман пăсарине, шăши юсне "танатана" çаклатма ирĕк панă, Европа хăнтăрне, енот йыттине, ондатрăна, тилле, сăрă кашкăра тытма юрать.
Хыпартан
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)