23 ноября 2013 г.
аççейри чрезвычайлă лару-тăру Министерствин пушар хăрушсăрлăх службин Патăрьелĕнчи надзор ĕçченĕсем район çыннисене пушар тухас хăрушлăх çинчен яланах асăрхаттарса тăраççĕ. Çапах та ăна теприсем манаççĕ пулас. Ваттисем авалах: "Вăрă вăрлать те хăварать, пушар пĕтĕмпех илсе каять", тенĕ. Çавăнпа пурне те çакăн çинчен тепĕр хут асăрхаттарса хăварасшăн: пушар кил хуçалăхра тата ытти çĕрте ан тухтăр тесен пирĕн пурин те хăрушсăрлăх йĕркисене питĕ çирĕп пăхăнса тăмалла. Правилăсене пурнăçласан, юсавлă электрооборудованипе, кăмакасемпе тата ытти приборсемпе усă курсан анчах эпир пушар тухас хăрушлăха чакарма тата пĕтерме пултаратпăр.
Хуçалăхсенче тата ĕç вырăнĕсенче пушар ан тухтăр тесен пурин те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Килте юсавлă кăмакасемпе, электрооборудованипе, газ плитисемпе анчах усă курăр, ачасене хăйсене кăна ан хăварăр, шăрпăксене ачасем илмелле мар çĕре анчах хурăр, пирус туртнă чухне тата уçă çулăмпа усă курнă чухне питĕ асăрхануллă пулăр. Кăмака мăрйисене çулталăкне иккĕрен кая мар хăрăмран тасатмалла, тăмпа тунă шĕвекпе çурăлнă вырăнсене сĕрмелле тата шур тăмпа шуратмалла. Кăмакасене хутнă чухне пăхсах тăмалла. Электричество проводисене те çулталăкне иккĕрен кая мар пăхса тухасчĕ, çыхăнтарнă вырăнсене хытарса хăварасчĕ, хуралтăсенче электричество ламписене плафонпа хупасчĕ. Электричество тата газ приборĕсене килтен тухнă чухне яланах сỹнтерсе хăвармалла. Килте пушар сỹнтермелли хатĕрсене (витре, пуртă, кĕреçе тата пичкесенче шыв) яланах алă айĕнче тытăр. Пушар тухсан ун çинчен çийĕнчех пушар хуралĕн ĕçченĕсене "112" телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле, пушар хуралĕн ĕçченĕсем пырса çитиччен хăвăр вăйпа пушара сỹнтерме тăрăшмалла.
Д. ИЗМАЙЛОВ, пушар надзорĕн инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)