23 ноября 2013 г.
Районти тĕп библиотекăра Тавралăха упрамалли çулталăка халалласа "Тĕрĕ тĕнчинче" выставка уçăлчĕ. Алă ăстисем хăйсен ĕçĕсене хĕреслĕ, яка, вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ. Вĕсене курсан илемлĕ чечек тĕнчине кĕрсе ỹкетĕн: илĕртмĕшсем савăт çинче те, çатанра та, çурт тавра та, уй-хирте те куçа шартараççĕ. Пỹлĕмрисем те, урамрисем те чĕррĕн курăнаççĕ. Çутă хĕрлĕ мăкăньсене, пĕлĕт евĕр сенкер утмăлтуратсене, фиалкăсене, тĕрлĕ тĕслĕ розăсене, кăвак чечексене "çупăрласа" илес килет. Панносем пĕринчен тепри хăй патне туртаççĕ. Хăшне-пĕрне ỹнерçĕсем кистьпе сăрланă евĕрех кăларма пултарнă.
Библиотека ĕçченĕсем кашни тĕрĕ, ал ăсти çинчен сехечĕпе чарăнмасăр каласа пама пултараççĕ. Çак ăсталăха ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем мала хураççĕ иккен. Вĕсем ỹссе çитĕннĕ вăхăтра шăпах турăш умне, айккине çакакан ал шăллисене, стена çумĕнчи тĕрĕсене ăмăртмалла пĕр-пĕринчен ỹкерсе тĕрленĕ. Канвапа усă курнă. Качча каякан хĕр мăшăр килне япала çакни сумлă. Туй курма пыракансем миçе ал шăлли, тĕрĕ тĕрлеме пултарнине шутлама та ỹркенмен.
Пĕр вăхăт çакнашкал ал ĕçĕ манăçа тухрĕ. Лавккасенче шурă пỹс, тĕрлĕ тĕслĕ çип сутма пăрахнипе те çыхăнчĕ пулас çакă. Халĕ ансат. Суту-илỹ сентри çинчен кирек хăш пейзажа, натюрморта туянма пулать. Тĕрлеме çеç ан ỹркен. Çавăнпа çак ăсталăх çĕнĕрен вăй илсе чĕрĕлчĕ. Ĕçе кукамăшĕ, асламăшĕ, хĕрĕ, мăнукĕ явăçать. Библиотекăра тăратнă ĕçсемпе те çирĕплетме пулать çакна. Унта ытларах Патăрьелĕнчи С. Кудрявцева тĕррисене вырнаçтарнă. Светлана Николаевна хĕрĕн, Оксанăн та илемлĕ ĕçĕсем пур. Марияпа Татьяна Александровна Поляковасем, Т. Соловьева, В. Николаева, М. Медведева _ тах-çанхи тĕрĕçсем. "Россельхозбанкран" тивĕçлĕ канăва тухнă Л. Егорова миçе тĕррине çынсене парне кỹнине шутласа та кăлараймăн. Т. Казначей, И. Гаврилова, М. Федорова ĕçпе ĕç хушшинче ал ăсталăхĕпе ларма ỹркенмеççĕ. А. Иголкинапа В. Аппакова пейзажĕсем те чуна илĕртеççĕ.
Тĕрĕ вăрттăнлăхне алла илесси йывăрлăх кỹмест халĕ. Мĕн тĕрлĕ литература çеç çук! Вĕсенче алла йĕп тытмалли таранччен вĕрентеççĕ. Выставкăра çакнашкал журналсемпе те паллашма пулать. Тĕрлĕ тĕслĕ ỹкеркĕçсене илемлĕ сăрăсемпех сăрланă. Килсе курма çеç ан ỹркенĕр.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)