АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕр те, правасăр та…

27 ноября 2013 г.

РАЙОНТИ ГИБДД инспекторĕсем çула тухакан водительсен çăвара пĕр тумлам эрех-сăра та сыпмалла мар пирки асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те, хыт хăлхаллисем çав-çавах тупăнаççĕ-ха. Акă, Шăнкăртамра каçхине çичĕ сехетсенче пысăк инкек пулнă. Çăмăл автомашинăпа пыракан 35 çулсенчи арçын икĕ хĕр ача çине пырса кĕнĕ. Ỹсĕр водитель курса-тăрса аварие çакланнăскерсене пулăшма мар, анса та пăхман, пăрахнă та хăварнă. Çул-йĕр инспекторĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, арçыннăн руль умне ларма ирĕк паракан удостоверенийĕ те пулман. Хальхи вăхăтра хĕр ачасен пурнăçĕ _ шурă халатлисен аллинче. Вĕсене иккĕшне те йывăр сурансемпе çи-йĕнчех больницăна леçнĕ. Икĕ ача ашшĕн вара çак преступленишĕн суд сакки çине лармах тивĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика