27 ноября 2013 г.
Хирти пĕтĕм ĕçе вĕç-ленĕ хыççăн ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çулленех хăйсен уявне ирттереççĕ. "Исток" агрофирмăра вăй хуракансем Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлăна сахăр кăшманне леçсе пĕтернĕ хыççăн, тепĕр кунĕнче, ноябрĕн 22-мĕшĕнче, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне пуçтарăнчĕç.
"Исток" агрофирма районта кăна мар, республикăра та малта пыракан хуçалăхсен шутĕнче тăрать. Ăна чылай çул ĕнтĕ районти çамрăк ертỹçĕсенчен пĕри Александр Илюткин _ ертсе пырать. Унăн çумĕ пулса район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ И. Соловьев тăрăшать.
Хуçалăхра тимлекенсем хушшинче яш-кĕрĕм чылай. Çакă шалу пысăккипе, ăна вăхăтра панипе, çĕнĕ технологисемпе усă курнипе, парк хальхи вăхăтри техникăпа пуянланнипе çыхăннă. Вырăнти уяв ячĕпе пухăннă халăха район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев, "Батыревское молоко" кооператив ертỹçи М. Калмыков тата ыттисем те саламларĕç.
Шаннă тивĕçе чунтан парăнса пурнăçлакансене республика, район грамотисемпе, сумлă парнесемпе чысларĕç. Агрофирма ертỹçи А. Илюткин ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçал кунта 1216 гектар пĕр-чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 300 гектар сахăр кăшманĕ, 200 гектар çĕр улми çитĕнтернĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх патне те тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра ĕне-выльăх 455 пуç, вăл шутра сăвăнаканни _ 170 пуç пур. Хĕл каçарма 2,5 тонна сенаж, 600 тонна утă янтăланă.
Александр Леонидович хăйĕн сăмахĕнче малашлăхри тĕллевсем пирки те чарăнса тăчĕ. Уяв программине чăваш эстрада артисчĕсем савăк юрăсемпе илемлетрĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)