27 ноября 2013 г.
Суйлава йĕркелекенсен тата суйлавçăсен суйлав культурине ỹстерес тĕллевпе иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕ районти участок суйлав комиссийĕн членĕсемпе вĕрентỹ йĕркеленĕ. Унта 250 çын хутшăннă.
Семинарта тĕрлĕрен ыйтупа район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Сергей Тарасов, Ольга Мотринапа Наталья Малинина аппарат членĕсем, Патăрьелĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Наталья Емелина тухса калаçнă. Уйрăммăн илсен Николай Иванович хăйĕн сăмахĕнче суйлава йĕркелекенсен пĕтĕмĕшле тĕллевĕ, суйлав комиссийĕсем патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕр-пĕрне ăнланса тата суйлав саккунне пăхăнса ĕçлени пирки чарăнса тăнă. Вĕрентỹ семинарне хутшăннисемшĕн республикăри ТСК секретарĕ хускатнă ыйтусем те кăсăклă пулнă. Вăл участокри суйлав комиссийĕн ĕçĕ, статусĕ, укçа-тенкĕпе тивĕçтерес, суйлав умĕнхи агитаци, граждансемпе тĕл пулса калаçас ĕç пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн аппарат членĕсем суйлав кунĕнчи сасăлав йĕрки, ăна пĕтĕмлетни, участокри суйлав комиссийĕсен документсене кирлĕ пек хатĕрлесси пирки калаçăва малалла тăснă. Вĕрентỹ пуриншĕн те усăллă пулнă.
Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче суйлав комисси-йĕсем председателĕсемпе секретарĕсем саккунсене мĕнле пĕлнине электронлă тестпа тĕрĕсленĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)