27 ноября 2013 г.
Кăçал вĕлле хурчĕ усракансемшĕн чи ăнăçлă çулсенчен пĕри тесен те тĕрĕс. Вăрманта вырнаçнă утарсенче (юлашки 7 çулта чи пысăк кăтарту) пĕлсе ĕçлекенсем 40-60 килограмм таран çăка пылĕ юхтарчĕç. Тутлă шăршлă чечек çуракан йывăç çеçкере чухне виçе çинче ларакан вĕлле вăтамран 7-8 килограмм таран ỹсни палăрчĕ.
Пыл пухас вăхăт иртсе кайнă хыççăн вĕлле хурчĕсем çулçă пылĕ (падьевый мед) илсе килчĕç. Вăл хĕл каçма юрăхсăрри пирки семинар-канашлусенче пĕрре мар калаçнă. Кун пирки нумай çул утар тытакансем хăйсем те лайăх пĕлеççĕ. Çулçă пылне виçĕ кун уйрăмах вăйлă пухрĕç. Тĕрĕслекен вĕлле вăтамран пĕр килограмм таран ỹсрĕ. Наука хушнипе килĕшỹллĕн август вĕçĕнче, сентябрь пуçламăшĕнче сивĕ кунсене кĕтсе илме хатĕрленме тытăнмалла. Нумайăшĕ çапла тăватпăр та ĕнтĕ. Çанталăк условийĕ кăçал ытти çултинчен урăхларах пулчĕ. "Ылтăн" хуртсем октябрĕн 30-мĕшĕсенче те вĕçевсем турĕç. Кун пекки пулманччĕ-ха. Çавна май хĕл каçма хăварнă апата икĕ хут нумайрах расхутларĕç. Çимелли сахалланса юлнине шута илсе икĕ килограмм таран канди парса хăвармалла: унсăрăн выçăпа вилме пултараççĕ. Кăçал унта фумагилин-Б эмел янă. Вĕлле хурчĕсене вăл ăшĕ пăсăласран сыхлать.
Хамăн утарта октябрь пуçламăшĕнче тĕрĕслемелли 20 вĕллене фумагилин-Б эмелпе пĕр килограмм канди панăччĕ. Ноябрь пуçламăшĕнче уçса пăхнă хыççăн веçех çисе янине пула тата икшер килограмм хутăм.
Çитес çул лайăх кăтартусем тăвасси вĕллесене хĕле мĕнле хатĕрлесе лартнинчен нумай килет
Н. ПИРОЖКОВ, кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен зоотехник-утарçа
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)