27 ноября 2013 г.
Юлашки вăхăтра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă саккунсене çине-çинех улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç. Вĕсенчен пĕри кăçалхи июлĕн 23-мĕшĕнче 196-мĕш номерлĕ саккунпа (Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодекса тата "Çул-йĕрпе çỹремелли хăрушсăрлăх çинчен" федераллă саккунăн 28-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен") килĕшỹллĕн, штрафсен суммисене сисĕнмеллех пысăклатнă.
Саккунри çĕнĕлĕх сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Халĕ чи пĕчĕк штраф сумми 500 тенкĕпе танлашать. Унччен 100 тенкĕ пулнă. Штрафсем, паллах, пĕчĕк кăлтăксемпе çыхăннă (автомашина фарисене вăхăтра çутман тата ытти те). Водитель руль умне ỹсĕр ларса çула тухсан вара 30 пин тенкĕ кăларса хума тивет. Вăл çеç те мар-ха. Кунсăр пуçне 1,5 _ 2 çул таран водитель удостоверенийĕсĕр лармалла пулать. Ỹсĕрле иккĕмĕш хут çаклансан вара бюджета 50 пин тенкĕ штраф хывмалла. Паллах, водитель прависĕр те юлать. Кун пек чухне _ 3 çуллăхах.
Вунă уйăхра районти ГИБДД инспекторĕсем 198 ỹсĕр водитель ячĕпе протокол çырнă. Çĕнĕ саккун вăя кĕрсе штрафсем пысăкланнă хыççăн та теветкеленсе çула тухакансем тупăнсах тăраççĕ. Çак сăлтавпа асăннă тапхăрта хĕрĕх çынна айăплама та ĕлкĕрнĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх пирки те асăнса хăварасшăн. Çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă, руль умне ỹсĕр ларнă çынсене 10 талăкран пуçласа 15 талăк "канма" ăсатма пултарни пирки те асăнса хăвармалла. Саккунпа ГИБДД сотрудникĕсен руль умĕнчи çынна водитель удостоверенийĕсĕр хăварма ирĕк çук. Çак документа водителĕн 3 кун хушшинче хăйĕнех ГИБДД службине килсе памалла. Руль умне ларма юраман тапхăр пуçланнине удостоверение панине регистрациленĕ хыççăн çеç шутлама пуçлаççĕ. Çĕннине вара экзамен-тĕрĕслев витĕр тухсан çеç илме пулать.
Çавăнпа та сăра-эрех ĕçнĕ хыççăн никамăн та руль умне ларса çула тухмалла мар. Вăл синкерлĕхпе те, çемье бюджетне хавшатнипе те çыхăннă.А. КАРГИНА, инспектор
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)