30 ноября 2013 г.
РАЙОНТИ вулакансем ноябрĕн 27-мĕшĕнче районта тухса тăракан "Авангарда" çеç мар, ытти хаçат-журналсене те алла илсе вулаймарĕç. Кунта журналистсем те, полиграфистсем те айăплă мар. Почта ĕçченĕсем эпир Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, ноябрĕн 4-мĕшĕнче, уяв туса каннă вăхăтра тар кăларсах ĕçленĕ. Çав куншăн вара вĕсене юн кун канма ирĕк панă иккен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)