30 ноября 2013 г.
Юратнă ĕçре вăй хуракансем чăннипех те телейлĕ çынсем. Вĕсене йывăрлăхсене парăнтарма та, çитĕнỹсем тума та çăмăлрах. Нăрваш Шăхалĕнчи ĕне ферминче техник-осеменаторта вăй хуракан К. Ульянова пирки те çак сăмахсенех калас килет. Мĕн пĕчĕкрен выльăхсен сывлăхне сиплес тĕллевпе ỹснĕ вăл. Ĕмĕтне пурнăçлас тесе шкул саккинчен уйрăлнă хыççăнах Патăрьелĕнчи професси учлищине ăс пухма кĕнĕ. Педагогсем вĕрентсе калакан кашни сăмаха ăша хывнă. Клара Васильевна çирĕп пĕлỹпе аллине диплом илет. Çамрăк пикере шанăç пысăккине вăл вăхăтра хуçалăха ертсе пынă Пушкин та сиснĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ практикăна килнĕскере тỹрех ĕç вырăнĕ сĕнет. Председателе сисĕмĕ пĕрре те улталаман. Кăмăллакан ĕçре вăй хума май пурришĕн хĕпĕртенĕ хĕр пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Пĕрремĕш хут вите алăкне уçнăрапа вара кăçал шăп та лăп 35 сул çитнĕ.
_ Тепĕр хут çуралса професси суйламалла пулсан та эпĕ выльăхсемпех ĕçленĕ пулăттăм. Ирсерен фермăна килсе кĕрсенех чунăм савăнать. Юратнă ĕçре вăй хунăран тивĕçлĕ канăва кайнине те сисмерĕм. Паян та уйрăлас килмест, _ тет К. Ульянова.
Клавдия Васильевна пирки чăн ăста тесех хаклас килет. Сăвăм мĕнле пуласси, пăру илесси йăлтах унран килнине питĕ лайăх ăнланать. Çавăнпа та ĕнесене йăхтарас умĕн вăрлăха наука хушнă пек микроскоппа пăхса, технологине пăхăнса тĕплĕ тĕрĕслет. Вара тин выльăхсем патне васкать. Хăшĕ хăçан йăхнине, мĕн ятлине, миçе çултине ятарлă тетрадь çине çырса пырать. Сăмах май, К. Ульянова кашнин ятне ас тăвать, кашнин пирки тĕплĕн каласа параять. Çакна хам та курса ĕнентĕм.
Тăрăшуллă осеменаторăн опычĕпе ыттисем те час-часах паллашаççĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов та Клавдия Васильевна хăйне шаннă тивĕçе тĕплĕ пурнăçланипе кăмăллă. Çамрăксене яланах унран вĕренме хушать.
Çак маттур хĕрарăм республика шайĕнчи конкурссене пĕрре мар хутшăннă, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Анчах та уншăн чи хакли _ 1980 çулта районта "Чи лайăх осеменатор" ята çĕнсе илни. Тин çеç ĕçлеме пуçланă çамрăкшăн вăл тата та хавхаланса вăй хумалли маяк вырăнĕнчех пулнă. Çавăн чухнехи пăлхануллă саманта паян та хумханмасăр аса илеймест. Калаçнă чухне те çакă питĕ лайăх палăрать.
Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Унта йывăрлăхĕсем те, савăнăçĕсем те чылай. Килте те, ĕçре те шухăшламалли тупăнать. Клавдия Васильевна хăйне пурнăç тумхахĕсене çĕнтерме юратнă профессийĕ вăй-хăват панине палăртать. Выльăхсене чун-чĕререн кăмăллакан К. Ульянова Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи нумай ачаллă çемьере 1958 çулта кун çути курнă. Пурте тенĕ пекех Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Клавдия Васильевнăна вара Нăрваш Шăхаль каччи мăшăр пулма суйланă. Вĕсен виçĕ ача, пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ панă, ĕçе тĕплĕн пурнăçлама, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)