30 ноября 2013 г.
Ачасемпе çитĕнекен çамрăксене апат çитерессине йĕркеленĕ чух яваплăха туйса тата пĕтĕм нормăсемпе правилăсене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче вĕренекенсене апатлантарассине лайăхлатас, вĕсен сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес тĕллевпе Чăваш Республикинчи потребительсен прависене хỹтĕлес тата çыннăн сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пăхса тăракан Федераллă службăн Управленийĕ хуласемпе районсен администрацийĕсене Раççей Федерацийĕн патшалăх тĕп врачĕ Г. Онищенко çирĕплетнĕ "Патшалăх вĕренỹ учрежденийĕсенче 7-11 тата 11-18 çулхи вĕренекенсене вĕри апат çитерессине йĕркелемелли тĕслĕхлĕ меню" тата вăлах çирĕплетнĕ "Шкулти буфетсенче сутма юракан апат-çимĕç ассортименчĕ" ятлă методикăлла сĕнỹсем ярса панă.
Çĕнĕ менюна вăя кĕр-тессин тĕп тĕллевĕ вăл _ халăх хушшинче тĕрĕс мар апатланнипе çыхăннă чирсен ỹссе пыракан шутне чакарасси. Унпа çы-хăннă чирсем сахал мар. Вĕсем сарăласси ачасене апат çитерессине мĕнле йĕркеленинчен нумай килет. Çаксен шутне анеми, атеросклероз, апата ирĕлтерекен органсен, щит евĕрлĕ парăн чирĕсем, гипертони, шăлсен кариесĕ, вар-хырăм чирĕсем, апатпа наркăмăшланни, хăш-пĕр усал шыçăсем (хулăн пыршă ракĕ), сахăр диабечĕ тата ыттисем те кĕреççĕ.
Паллах, ача чухне вĕсемпе пуринпе те аптрамаççĕ. Анчах та çын ачаран мĕнлерех апатланма хăнăхать, кайран та çакна пăрахаймасть. Çавăнпа та апатланассине пĕчĕкренех тĕрĕс йĕркелемесен çын çỹлте асăннă чирсемпе аптрасси куç кĕрет.
Шкул ачисен çĕнĕ апат рационĕ тĕрлĕ тĕслĕ. Ăна 24 куна валли туса хатĕрленĕ. Çак тапхăрта пĕр тĕрлĕ апат рационра урăх тĕл пулмасть.
Наукăпа Тĕпчев Институчĕн тата ачасен сывлăхĕн Наука центрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, ачасен 90 проценчĕ витаминсемпе минераллă япаласем организма çителĕксĕр кĕнипе аптăрать. Уйрăмах организма В ушкăнри, С витаминсем, тимĕр, йод çителĕксĕр лекеççĕ. Тĕслĕхлĕ менюра белоксен, çусен тата углеводсен шайлашăвĕ кăна мар, витаминсемпе минераллă япаласен шайлашăвĕ те кирлĕ шайра. Çакна кирлĕ пек йĕркелесе пыма çут çанталăкри тата витаминсемпе пуянлатнă апат-çимĕçпе те усă кураççĕ.
Рацион чĕрĕ пахча-çи-мĕçпе тата улма-çырлапа пуян, пылак çимĕçсем унта сахалрах, пуррисене те витаминсемпе пуянлатнă, мĕншĕн тесен ахаль пылак çимĕç вăл пушă калори кăна. ăна çисен ача хăйне тутă туять, усăллă апат- çимĕçе тиркеме пăхать.
Ачасене апатлантармалли тĕслĕхлĕ менюри блюдăсемпе кулинари хатĕрĕсем хăйсен рецептурипе тата вĕсене хатĕрлемелли технологипе, гигиена ыйтнипе тата наука сĕнĕвĕсемпе килĕшсе тăраççĕ.
Ачасем хушшинче вар-хырăм органĕсен чирĕсен шучĕ ỹссех пырать. Вĕсене сарăлма парас мар тесен апатланăва питĕ тĕрĕс те пĕлсе йĕркелемелле. Çĕнĕ рациона пăхăнса апат хатĕрленĕ чух апат-çимĕçе ăшаламаççĕ, тĕрлĕ хаяр техĕмлĕ çимĕçпе усă курмаççĕ, рационра ытларахăшĕ _ какайсăр яшкасем.
Шкул столовăйĕсенче çĕнĕ апатлану рационне вăя кĕртмеллех. Çакна пурнăçлама шкулсен, обществăлла апатлану предприятийĕсен пĕрле тăрăшса ĕçлемелле. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ çакăнтан нумай килет.
Е. ТИБАЙКИНА, санитари врачĕн пулăшуçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)